Йĕпреç районĕ: „Ăслăлăхри пĕрремĕш утăмсем” наукăпа практика конференцийĕ

Ака уйăхĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи чăваш филологийĕпе культура уйрăмĕ 9-11 классенче вĕренекенсем валли „Аслăлăхри пĕрремĕш утăмсем” наукăпа практика конференцийĕ ирттерчĕ. Унта 5 секци йĕркеленĕ. „Чăваш литература пĕлĕвĕ” секци ĕçне Пучинке шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Иванова Людмилăпа Шибаева Ксения хутшăнчĕç. Вĕсем „Çемье – кăмăл-сипет управçи (Ç.Элкерĕн „Хурапа шурă” повеçĕ тăрăх) темăпа тухса калаçрĕç, 2 степенлĕ диплом илме тивĕçрĕç. Итлекенсене вĕсен тĕпчев ĕçĕ кăмăла кайнă, ачасен пуларулăхне пысăка хурса хакларĕç. Ăслăлăхра пĕрремĕш утăмсем тăвакан шкул ачисене конференци ĕçне хутшăнма хатĕрлекенĕсем – чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем Л.Н.Клементьевăпа Е.М.Михайлова. Вĕрентекенсене те Тав хучĕсем парса чысланă.



23 апреля 2014
10:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter