Елчĕк районĕ: «Эп чăваш пулса çуралнă…» класс сехечĕ

  Чăваш   Республикин  лаптăкĕ пысăках мар пулин те, халăх йышĕпе ăна Раççейри çынсем йышлă пуранакан регионсен шутне кĕртеççĕ. Кунта 1 миллион та 300 пине яхăн çын пурăнать.  Чăваш  халăхĕпе пĕрле 60 тĕрлĕ халăх представителĕсем те пур.   Чăваш  çĕр-шывĕнче ырă, ĕçчен, пултаруллă çынсем пурăнаççĕ. Мĕн ĕлĕкрен чăвашсем хăйсен сăпайлăхĕпе палăрнă.  Пирĕн халăхăн чаплă та мухтавлă ывăлĕ-хĕрĕ сахал мар. Вĕсенчен чылайăшĕ чăваш ятне тĕнче шайне çĕкленĕ. Чăваш  Республикинче  паллă   писательсемпе поэтсем, композиторсемпе художниксем, артистсемпе ученăйсем çуралса ÿснĕ. Камсем -ха вĕсем,  чăваш  ятне çĕклекенсем,  чăваш  халăхĕн мухтавлă  çыннисем ?  Çак ыйтăва хуравласа Аслă Пăла Тимешри  В. В. Зайцев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта  Культура çулталăкне халалласа ирттерекен Чăвашлăх эрни пынă май 5-9 – мĕш классенче  вĕренекенсемпе ака уйăхĕн 23-мĕш кунĕнче « Эп чăваш пулса çуралнă…» класс сехечĕ иртрĕ. Ӳссе пыракан ăрăва хăйĕн халăхĕн историйĕпе интереслентерес, тăван халăха, тăван чĕлхене таса чунпа хисеплеме, юратма вĕрентес тĕллевпе иртрĕ класс тулашĕнчи ĕҫ.  Тăван ен культури урокĕсене вĕрентекен Плотников В. М. ачасене Иван Яковлев, Константин Иванов, Андриян Николаев, Василий Чапаев, Вера Кузьмина, Николай Никольский,  Иакинф Бичурин, Надежда Павлова, Николай Ашмарин, Алексей Крылов ентешсен биографийĕпе, пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

      Класс тулашĕнчи ĕҫе пӗтӗмлетнӗ май ачасем чӑвашран тухнӑ паллӑ çынсен ячӗсене асӑнчӗç, ачасем хамӑр ентешсем  çинчен пĕлни  палӑрчĕ.



23 апреля 2014
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter