Шупашкар районӗ: И.Я. Яковлев – чǎваш халǎхне çутта кǎлараканĕ

Ака уйǎхĕн 22-мĕшĕнче,чǎваш чĕлхи эрнине халалласа, 5б класс ачисем районти ача-пǎча библиотекине пухǎнчĕç. Кунта, библиотека ĕçченĕ- Вера Евграфовна ачасене И.Я.Яковлев пурнǎçĕпе пултарулǎхĕ çинчен, Чǎваш чĕлхи кунĕ пирки каласа кǎтартрĕ, презентаципе паллаштарчĕ. Юлашкинчен ачасене Яковлев калавĕсене чǎвашла та вырǎсла та вуласа пачĕ. Библиотекǎри çĕнĕ кĕнекесене кǎтартрĕ, кунта час-часах кĕрсе тухма сĕнчĕ. Ачасене ку мероприяти питĕ килĕшрĕ.



23 апреля 2014
10:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter