Етĕрне районĕ: „Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕпи”

Улттăмĕш класс ачисем тăван ен культурипе „Илемлĕ, илемлĕ, илемлĕ чăваш кĕпи” уçă урока пуçтарăнчĕç. Паян вĕсене пăхса ытармалла мар. Пурте илемлĕ чăваш тумĕсемпе. Çăмăл шурă лĕпĕшсене аса илтереççĕ. Вĕрентекен çине улттăмĕшсем юратса пăхаççĕ, вăл та вĕсем пекех чăвашла тумланнă. Урок пĕр-пĕрне сывлăх суннипе пуçланчĕ. Чăваш тумне халалланă видеоролик пăхрĕç. Анатри, тури, анат енчи чăвашсен тумĕсем мĕнпе пĕр-пĕринчен уйрăлса тăнине тĕрлĕ ĕçсем туса палăртса хăварчĕç. Кану самантĕнче кантăр акса тунине аса илчĕç. Ваттисен сăмахĕсемпе тата тупмалли юмахсемпе мĕн вĕреннине çирĕплетрĕç. Сиссе те юлаймарĕç, урок иртсе те кайрĕ. Светлана Алексеевна пулăшнипе урок вĕçĕнче ачасем хăйсене мĕн тата мĕншĕн килĕшнине таса та илемлĕ чĕлхепе каласа пачĕç. Кун пек уроксем тăван халăха , унăн йăли-йĕркине юратма вĕрентнине палăртрĕç.



24 апреля 2014
11:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter