Тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи

Кашни çулах Кивĕ Ахпỹртри тĕп пĕлỹ паракан шкулта, чăваш чĕлхи кунне халалласа, ака уйăхĕн вĕçĕнче тĕрлĕ мероприяти иртет. Кăçал та ăна ирттерсе яма ятарлă программа хатĕрленĕ.

Эрнен пĕрремĕш кунĕнче 8 класра вĕренекенсем сăвă вуласа тупăшрĕç.

Пĕрремĕш вырăна, пуринчен те маттуртарах пулса, Кошкина Оксана тухма пултарчĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Пыркина Юлия, виççĕмĕшĕнче - Федорова Сильвия.

Çав вăхăтрах 9 класра вĕренекенсем "Манăн тăван чĕлхе - чăваш чĕлхи" ятлă сочинени çырчĕç. Паха та тарăн шухăшлă ĕç Арланова Анитăн пулчĕ. (Патăрьел районĕ)



24 апреля 2014
11:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter