Патăрьел районĕ: «Сарпи вулавĕсем» конкурс иртрĕ

Апрелĕн 23–мĕшĕнче Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн чăваш чĕлхи эрнине халалласа 3-11 классем хушшинче «Сарпи вулавĕсем» пултарулăх кунĕ иртрĕ.

   Уявра чăваш сăвăçи, пирĕн ентеш Раиса Васильевна Сарпи, хутшăнни конкурса хутшăнакансене хавхалантарчĕ, савăнтарчĕ.

 Районти 18 шкултан çĕре яхăн вĕренекен хутшăнчĕ конкурса. Пĕрремĕш номинацире шкул ачисем Раиса Сарпи поэтесса сăввисене чăвашла тата вырăсла вуласа тупăшрĕç.

     Çĕнтерÿçĕсем:

3-4 классем хушшинче Татмăш шкулĕн 3-мĕш класĕнче вĕренекен Михайлов Александр (вĕрентекенĕ – Солдатова Валентина Васильевна);

5-6 классем хушшинче Пăлапуç Пашьелĕн 5 –мĕш класĕнче вĕренекен Чернова Ксения (вĕрентекенĕ – Козлова Вера Ильинична);

7-8 классем хушшинче Туçа шкулĕн 8 – мĕш класĕнче вĕренекен Захарова Ирина (вĕрентекенĕ – Табакова Мария Зиновьевна);

9-11 классем хушшинче Патăрьелĕнчи 1-мĕш шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Ильичева Полина (вĕрентекенĕ – Федорова В.Ф.).  

 

«Раиса Сарпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем» номинацире 1-мĕш вырăна Нăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче 8–мĕш класра вĕренекен Адикина Елена тивĕçрĕ (вĕрентекенĕ –Павлова Нина Ивановна).

 

«Раиса Сарпи хайлавĕсене инсценировкăласа кăтартасси» номинацире теНăрваш Шăхаль вăтам шкулĕнче вĕренекенсем палăрчĕç. 5–мĕш класра вĕренекен пĕчĕк артистсем «Пукане» юмаха тĕлĕнмелле ăста выляса кăтартрĕç (пултарулăх ертÿçи – Павлова Нина Ивановна вĕрентекен).

Çĕнтерÿçĕсем пурте Патăрьел районĕн администрацийĕн вĕрентÿ, социаллă аталану, хыпарлавпа тивĕçтерÿ тата архив ĕçĕн пайĕн дипломĕсене тивĕçрĕç. Раиса Васильевна конкурса хутшăнакансене пурне те саламласа асăнмалăх парнесемпе хавхалантарчĕ.



24 апреля 2014
11:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter