Чăваш Республикинче 2014 çул I кварталĕнче социаллă экономика аталанăвĕнче ӳсĕмсем куç кĕретех

 Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн  ларăвне ирттернĕ. Канашлу паçламăшĕнче республика Пуçлăхĕ Чăвашстат 2014 çул 1-мĕш кварал ĕç кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Республикин социаллă экономикăн аталанăвĕнче курăмлăнах ыр енне улшăнусем пулни паха. Промышленноç индексĕн калăпăшĕ 104 процентпа танлашнă, строительствăра – 109,1 процент, суту-илӳре – 102,6 процент ӳснĕ. Населенийĕн тупăш пайĕ тата ĕç укçин виçи ӳсни куç кĕретех. «Эпĕ ĕçпе тивĕçтерекен ертӳçĕсене, предпринимательсене хам енчен тав сăмахĕ калашăн. Паянхи кун вĕсем тĕрлĕ йывăрлăхсенчен хăрамасăр, çынсене ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтереççĕ. Çитменнине тата халăха лайăх шалу укçине параççĕ», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Чăваш Ен Пуçлăхĕ ака уйăхĕн 21-22-мĕш кунĕсенче Мускавра ĕçлĕ визитпа кайса килни çинчен каласа кăтартнă. Ĕçлĕ визит вăхăтĕнче РФ Правительство членĕсемпе тĕл пулса калаçнă тапхăрсем пирки чарăнса тăнă. Калаçу вăхăтĕнче республикăшăн актуаллă ыйтусене çĕкленине, хăшне пĕрне тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварни çинчен асăннă. Калăпăр, Чăваш Енре ача сачĕсенче 4800 яхăн хушма вырăнсем йĕркелеме тĕрлĕ çăлкуçсенчен 1 млрд.15 млн. тенкĕ пăхса хăварни çинчен пĕлтернĕ.  Унсăр пуçне 119 млн. тенкĕ, вĕсенчен 60 млн. федераци уйăрма пăхса хăварнă. Палăртнă виçепе пĕтĕмĕшле пĕлӳ памалли 36 шкула тата шкул çулне çитмен учрежденисене йĕркене кĕртсе çитерме палăртнă. 478 млн. тенкĕ федераци хыснинчен физкультурăпа спорта аталантарма уйăрса хăварнă.   «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика Парти пулăшнипе, Чăваш Енри ялти 25 шкулсенче спортзалсенче юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме  20 млн. тенкĕ куçарма палăртнă. Чăваш Енри тарифсемпе ĕçлекен Патшалăх службин ертӳçи Альбина Егорова 2011-2013 çулсенчи ĕç кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ  Владимир Аврелькин 2014 çулта коммерциллĕ мар организацисене федераци тата республика  хыснинсенчен 16,1 млн. тенкĕллĕх пулăшу куçарасси çинчен хыпара пĕлтернĕ. Пуçаруллă граждансен  тата СО НКО ĕçĕсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ĕçлекен ресурссен центрне уçма  1 млн. тенкĕ уйăрнине каланă. 2014 çулта Чăваш Республикин республика бюджетне федераци хыснинчен субсиди куçарнипе, муниципалитетсенче çамрăк çемьесене, специалистсене, енчен те вĕсем ял тăрăхĕсенче пурăнаççĕ пулсан, вĕсен пурнăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма, федерацин тĕллевлĕ программипе килшӳллĕн, 2014-2017 çулсене тата 2020 çулччен ял территорийĕсене аталантарса пырас тĕлĕшпе, хушма пулăшусемпе тивĕçтерме йĕркине пăхса хăварнă.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хăйĕн сăмахĕнче социаллă пулăшусене валли пурĕ 2014 çулта 145,2 млн. тенкĕ уйăрнине асăннă. Вĕсенчен Федераци бюджетĕнчен 74,1 млн. тенкĕ, республикăран – 71,1 млн. тенкĕ уйăрнине каланă. Асăннă пулăшупа ялсенче пурăнакан 205 çемье хăйсен пурăнмалли пурнăç условине лайăхлатма пултараççĕ, çав шутранах 115 çамрăк çемье тата çамрăк специалистсем. Çемьесемпе специалистсене хваттерсемпе çуртсем лартма пĕтĕм палăртнă хакран, 70 процент тăкакне, патшалăх хăй çине илме шантарать.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ  Татьяна Богданова 2011-2013 çулсенче сывлăх сыхлавне модернизацилес Программăн тĕп кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Пĕтĕмпе ĕçсене йĕркелесе ирттерме 4,85 млрд. тенкĕллĕх тăкакланнă. Программăпа килĕшӳллĕн республикăра пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тесе виçĕ шайлă хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан ĕç тунине асăннă. Педиатри, неонатальнăй хирурги тата паллиативлă медицина пулăшăвне ачасене  тивĕçтерессипе ĕç-пуçа пĕтĕмпех çĕнĕлле аталантарса янă. Раççей шайĕнче Чăваш Республики пĕчĕк пепкесем пурнăçран уйрăлса кайнин кăтартăвĕ пĕчĕк пулнипе иккĕмĕш вырăна лекнĕ. Программăн тĕп кăтартăвĕ – пурăнакансен сывлăхĕ кулленех лайăхланса пыни савăнтарать. Демографи лару-тăрăвĕ те çулсеренех савăнтарать. Пуçласа юлашки 20 çул хушшинче, çуралакансен хисепĕ вилекенсенчен ӳссе кайни пуриншĕн те паха. Халăх медицина пулăшăвĕпе кăмăллă. Ку енĕпе кăтарту та самай аван. Михаил Игнатьев асăннă çитĕнӳсем пур пулин те, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче хăш-пĕр кăлтăксем пурри çинчен каланă. Калăпăр, врачсем патне лекес ыйту хумхантарать. Пĕтĕмĕшле практика врачĕн ĕçĕсемпе килĕшменни сисĕнет. Республика Пуçлăхĕ медицина ĕçченĕсен шалу укçин виçи ӳснине кура, медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ те кирлĕ пек шайра пулмаллине палăртнă.   Паян ытларах çынсене сывă пурнăç йĕркине, пахалăхлă апатпа усă курасси çине ытларах тимлĕх уйăрма кирлине каланă. 2011-2015 çулсене валли йышăннă Федерацин тĕллевлĕ программи пурнăçа еплерех кĕрсе пынин ĕçĕсемпе Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Светлана Петрова тĕплĕн чарăнса тăнă.  2013 çулта Раççей Вĕренӳ министерствин кокурсĕнче Чăваш Республики професси вĕренĕвне аталантарма, регион программине пурнăçа кĕртме, субсидие тивĕçнĕ. 2014 çулта федераци бюджетĕнчен  17,3 млн. тенкĕ, республикăран 31,5 млн. тенкĕ, 15 млн. тенкĕ – професси илме пулăшакан вĕренӳ учрежденисем, 86 млн. яхăн укçа ĕçпе тивĕçтерекенсем уйăрма пăхса хăварнă. Вĕрентӳ тытăмне оптимизаци тăвас тĕлĕшпе, Сĕнтĕрвăрри хулинчи  11№-лĕ тата 28№-лĕ професси училищисене пĕрлештерме пăхса хăварнă. Вĕсенчен пĕр учреждени - Сĕнтĕрвăррин технологи техникумне йĕркелеме йышăну тунине палăртнă. Кăçал пуш уйăхĕн 20 мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Сывлăх тата спорт кунĕ çинчен калакан 34№-лĕ Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Ăна пула, Чăваш Енре мĕн пур пурăнакансем уйăхне пĕр хутчен республикăри спорт комплексĕн пулăшăвĕсемпе тӳлевсĕр усă курма пултараççĕ. Асăннă Указа пурнăçа кĕртсе, ĕç планĕн йĕркине те çирĕплетнĕ. Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Спорт министерствипе Шупашкар хула администрацине спорт обьекчĕсене хута ярассин ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. Вăл шутрах, Шупашкарти Пăр керменĕн ĕçне кăçал хута ярасси пирки асăннă. Чăваш Республикинче 2014-2020 çулсем валли пăхса хăварнă физкультурăпа спорта аталантарасси патшалăх программине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕ. Виçĕ çуллăха йышăнса хăварнă укçан калăпăшне 1,2 млрд тенкĕ пысăклатма, вăл шутран 2014 çулта 249 млн. тенкĕ уйăрма палăртнă. Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, пуринпе те тивĕçлĕ йышăнусем туса хăварнă.



24 апреля 2014
09:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter