Вăрмар районĕ: типĕ курăка çунтарас марччĕ

Çанталăк уяртса кайрĕ, уй-хирти курăксем те типсе кушăрхарĕç. Çак вăхăтра уйрăмах пушар тухас хăрушлăх ÿсет, мĕншĕн тесен «ÿркенмен çынсем» - яваплăха вуçех те туйманнисем - хыт-хурасемпе пĕлтĕрхи курăка çунтарма пикенеççĕ. Çакă вара калама çук пысăк инкек умне илсе çитерме пултарать. Çак кунсенче районти хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ятарласа хыт-хура, типĕ курăк йышăнакан лаптăксене вут чĕртсе çунтарма тытăннăран пысăк пушарсем те тухма пултарчĕç. Вăйлă çулăм уй-хир урлă каçса яла çитме те пултарнине манмасăр типĕ курăка вут чĕртсе çунтарас марччĕ. Паянхи кун тĕлне районта çакăн йышши темиçе тĕслĕх те пулнă. Тен хăшĕ-пĕрисем типĕ курăка çунтарсан ешĕл курăк шăтса выльăх-чĕрлĕхĕсене кĕтĕве ямасăр кăларса ярасшăн пулĕ. Анчах та кăлăхах, ку вырăнта тепĕр çулталăксăр нимĕн те шăтмĕ.



24 апреля 2014
11:23
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter