"Хура кăрăç" кĕнеке пурăнма вĕрентет

Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн 11 класĕнче вĕренекенсем Н.К. Тинюкова вĕрентекенпе пĕрле Анатолий Емельяновăн "Хура кăрăç" кĕнекине тишкерчĕç.

Крисла Çеменĕ — тĕп сăнар.Унăн ĕçченлĕхĕ ачасене килĕшет. Анчах çемье ăшшине упрас, ача-пăчана тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстерес тĕллев мар унăн —, укçа-тенкĕ пухасси пĕрремеш вырăнта. Çакна сивлерĕç вĕренекенсем. Укçа-тенкĕ чирĕ ернĕ Çемен çынлăхне çухатать, кил ăшши пирки шухăшламасть.        

Вĕренекенсем хура кăрăçпа Крисла Çеменне танлаштарчĕç. Хура кăрăç – вăрманта ÿсекен çирĕп те хытă кăмпа. Анчах çак кăмпан та çитменлĕхĕ пур: вĕтĕ хурт ерет те, çак кăмпа пĕтет. Крисла Çеменĕ те хура кăрăç пекех çирĕп те тĕреклĕ. Аварие лекет —  сывă юлать, Лариван платник вĕлересле хĕнет — вилмест. Чунĕ те, сывлăхĕ те хура кăрăç пек çирĕп. Крисла Çеменне укçашăн çунни тата ĕмĕтсĕрлĕх тĕп тăваççĕ— çемйи арканать. Укçа чирĕ шала каять. Укçа вырăнне укçа пулĕ-ха, анчах çын вырăнне çын пулмасть. Вилнĕ арăмне тăратса лартаймасть Çемен.      

Çемье ăшши пĕр-пĕрне ăнланнинче, хисепленинче, тĕллевпе шухăш-кăмăл пĕр килнинче никĕсленет.  Пĕри  хуçа, тепри  тарçă пулмалла мар. Пур ĕçе те пĕрле килĕштерсе тумалла. Ĕçленĕ чух ĕçлемелле, савăннă чух савăнмалла. Ача-пăчана  килтен сивĕтмелле мар, вĕсене тĕрĕс пурăнма вĕрентмелле. Ку кĕнеке вулакана пурăнма вĕрентет. Çапла пĕтĕмлетÿ турĕç хĕрсемпе каччăсем урока вĕçленĕ май.



24 апреля 2014
11:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter