Каçал ен районĕ: çур аки вăй илет

Районти ял хуçалăх производство кооперативĕсем, колхозсемпе фермер хуçалăхĕсем çур акине тухни пирки пĕлтернĕччĕ. Уй-хир ĕçĕсем вăй илсех пыраççĕ.

     - Апрелĕн 22-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем çурхи культурăсене 3670 гектар çинче акнă. Ку енĕпе уйрăмах "Урожай" колхоз аван ĕçлет. Вĕсем ĕçе 274 гектар çинче пурнăçланă. "Çĕр улмие мухтав" агрофирма 227 гектар çинче тырă акнă. Çавăн пекех "Труд" ЯХПК - 220, "Дружба" ЯХПК - 250, "Рассветсем" 202 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Ытти хуçалăхсем те вĕсенчен юлмаççĕ, çине тăрсах тăрăшаççĕ. Çĕр улми лартма вăхăт çитет, вăрлăха вăхăтра яровизацилени паха. Ытлари кун тĕлне 1435 тонна вăрлăха яровизацилеме кăларнă. Паха вăрлăх акас енĕпе те çине тăрса ĕçлеççĕ, пурĕ 1211 тонна вăрлăха им-çамланă. "Урожай" колхозра им-çамланă 272 тонна вăрлăх акма хатĕр. Нумай çул ỹсекен курăксене (1178 гектар), кĕрхи культурăсене (3035 гектар) апатлантарнă, сỹрелес енĕпе те тăрăшуллă хуçалăхсем. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче, колхозсенче нумай çул ỹсекен курăксен 4621 гектарне, кĕрхи çĕртме лаптăкĕсене 8495 гектар сỹреленĕ. "Рассветра" 5 гектар выльăх кăшманĕ, "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăра 117 гектар рапс акнă, - пĕлтерчĕ район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп агрономĕ Шамиль Зейнутдинов.



24 апреля 2014
10:36
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter