Право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашĕн ларăвне Михаил Игнатьев ертсе пынă

Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕ иртнĕ. Ларăва пуçличчен Михаил Игнатьев Канашра çынсемпе тĕл пулнă самантсенче, çур-йĕрсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе пыракансен ĕçĕпе, халăх кăмăллă пулманнине, çуртсем патне илсе пыракан çулсене те кирлĕ пек çĕнетсе пыман пирки пăшăрханса пĕлтерни çинчен каланă. Граждансен ыйтăвĕсене шута илсе, Чăваш Республики Пуçлăхĕн тĕрĕслев управленийĕ муниципаллă контрактсене еплерех пурнăçланине тишкернĕ. Ĕçе 2012-2013 çулсенче тата  2014 çул пĕрремĕш квартăлта автомашина çулĕсене пăхса тăма «Стройсервис» ООО килĕшнĕ.  Палăртнă тĕрĕслев хыççăн çитменлĕхсене тупнă. Хула администраци ĕçе пахалăх енчен кирлĕ пек пурнăçламаннишĕн 17 хутчен акт çырнă, анчах та çыру çырса аппаланнисĕр пуçне нимĕнле урăхла йышăну та туса хăварман. Михаил Игнатьев право йĕркине пăхса тăракан органсенче ĕçлекенсене палăртнă кăлтăксене сирсе яма, должноçре тăракан çынсене кирлĕ пек яваплăх тыттарма сĕнсе хăварнă.  «Пĕтĕмпе, асăннă фирма 32 млн. тенкĕллĕх контракт ĕçĕсене йĕркеленĕ, çав вăхăтрах бюджет эффективлăхĕ 0,8 процентпа çеç танлашнă. Ытти хула тăрăхĕсенче, бюджет эффективлăхĕ 10-15 процента çитнĕ», - тесе уйрăммăн палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Тата çитменнине пур аукционра та пĕр предприяти «Стройсервис» ООО çеç хутшăннă,  вăлах пĕр пĕччен ĕçсене йĕркелеме хăй çине яваплăхсем илсе пынă. (Асăннă организацийĕн ертӳçи  В.Жураев). Ку енĕпе те пурне те иккеленӳллĕх çураттарать, шухăшлаттарать. Канашлура Чăваш Республикинчи ĕç тăвакан влаç органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем, массăлла информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе, право хуралĕнче тимлекенсемпе килĕшсе ĕçлесе пырасси пирки сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Прокурорĕ Владимир Метелин юлашки çулсенче республикăра экстремистла тĕслĕхсем пулманни пирки асăннă. Интернетра экстремистла тĕслĕхсем 80 процента çити тĕслĕхе шута илнине каланă. Кашни кун мониторинг тунине, экстрем характерлă сайтсене тăтăшах тĕрĕслесех пынине палăртнă. Асăннă ыйтăва çийĕнчех тĕрĕслесе тăма «Молодая Гвардия Единой России» пĕтĕм Раççейри обществăлла организаци пулăшнине каланă. Вĕсем 17 308 сайт Интернетра тупса палăртнă, вĕсенчен ака уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне 2 477 сайтне хупма май килнĕ. Канашлăва хутшăннисем республикăра  экстремизма хирĕç кĕрешсе, пĕрлĕхлĕ информаци политикине тытса пырас тĕлĕшпе координаци центрне уçасси пирки ыйтăва пăхса тухнă. 2013 çултан пуласа   Чăваш Республикинчи УФНС республикăра пĕр кунлăх фирмăсем ан пулчĕр тесе, çивĕч кулленех тĕрĕслесе тăрать. Прокуратура ĕçченĕсем республикăра ку енĕпе лару-тăру хăрушă маррине пĕлтерет. Тĕрĕслев кирлĕ пек пурнăçланса пырать. «Чăваш Енре тĕрлĕ наци халăхĕсем пур, вĕсем пур те пĕр пĕринпе килĕшсе пурăнаççĕ пулин те, пур-пĕрех йывăрлăх кăларса тăратма пултаракан ыйтусене куçран вĕçертме юрамасть», - тесе чĕнсе каланă Координаци канашлăвĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех 



24 апреля 2014
17:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter