Каçал ен районĕ: Чăваш чĕлхи кунĕ

Ака уйăхĕнче эпир аслă вĕрентекенĕмĕрĕн, Иван Яковлевăн, çуралнă кунне паллă тăватпăр. Çак куна халалласа Аслă Чурачăк вăтам шкулĕнче тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Акан 25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Чăваш тумĕ тăхăннă ачасем шкулта хаваслăн шăкăлтатса çӳрерĕç.

Уява 10-мĕш класра вĕренекен Ларионов Павелпа Петрова Настя ертсе пычĕç. Чи малтанах куракансем умне 1, 3 класра вĕренекенсем тухрĕç. Вĕсем «Чăваш ачи» юрра питĕ илемлĕ шăрантарчĕç. Хăйсен тантăшĕсенчен 2, 4 класс ачисем те ӳксе юлмарĕç. «Тăван çĕр-шыв» юрă та пурин кăмăлне кайрĕ. 6-мĕш классем вара «Вутпа ан выля» сценкăна питĕ ăста вылярĕç. Лукиянова Катя, Мельникова Кристина выляни куракансен кăмăлне кайрĕ. «Асамат кĕперĕ» юрă (5 –мĕш класра вĕренекенсем юрларĕç) зала пуçтарăннисене савăк кăмăл парнелерĕ. «Асанне каларĕ» сценка (7 класс) та ачасене килĕшрĕ. Уяв вара «Юрла-юрла савăнар» юрăпа вĕçленчĕ. Çак кун ачасен асĕнче нумайлăха юлĕ.



25 апреля 2014
11:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter