Тăвай районĕ: ĕçсем хуçалăхсенче малалла пыраççĕ

Апрелĕн 24-мĕшĕ тĕлне районта 820 гектар çинчи кĕр калчисене тата 341 гектар çинчи нумай çул ỹсекен курăксене удобренисем парса апатлантарнă. Кĕр калчисене 410 тата нумай çул ỹсекен курăксене 750 гектар сỹреленĕ. Çак ĕçсем хуçалăхсенче малалла пыраççĕ.

Иртнĕ кĕркунне 3010 гектар çĕртме сухи туса хăварнă пулнă, ку вăхăт тĕлне 1600 гектарне сỹрелесе нỹрĕк хупланă. 870 гектар культиваци туса акма çĕр хатĕрленĕ.

1520 тонна тĕш тырă вăрлăхне имçамланă. 410 тонна çĕр улмине яровизацие хунă.

Ĕнерхи кун тĕлне ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем пурĕ 690 гектар ирхи тĕш тырă культурисем акнă. Çав шутран Ленин ячĕллĕ хуçалăх хăех 170 гектар сĕлĕ акма ĕлкĕрнĕ. Çавăн пекех "Акконд-агро фирма" УАОра, "Чутеевский" ял хуçалăх кооперативĕнче, "Родник" ОООра, С.Илларионов, С.Хумышев тата ытти хăш-пĕр хресчен фермер хуçалăхĕсенче акаççĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: "Акконд-агро фирма" обществăн акакан комплексĕ ĕçре. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Михаил Егоров ĕççинче ырă тĕслĕх кăтартать.



25 апреля 2014
11:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter