«Чăваш чĕлхи – илемлĕ те, пуян та эс» - кĕнекесен куравĕ

 Ака  уйăхĕн  25-мĕшĕнче Чăваш чĕлхи  кунне паллă тăваççĕ. Чăваш чĕлхи те ытти чĕлхесемпе тан аталанса пырать.

Питĕркассинчи ялти вулавăшра Чăваш чĕлхи кунне халалласа «Чăваш чĕлхи – илемлĕ те, пуян та эс» кĕнекесен куравне йĕркеленĕ.  Курав икĕ пайран тăрать. «Ăслăлăх сукмакĕ» пайра чăваш чĕлхи мĕнле аталанни çинчен калакан  кĕнекесемпе паллашма пулать.  Чăваш чĕлхи çинчен  мĕн авалтанах  ют çĕр-шыв тĕпчевçисем те асăннă.  «Чечеклен, тăван чĕлхем» пай вара хальхи чăваш чĕлхи çинчен калакан кĕнекесемпе, словарьсемпе, чăваш писателĕсемпе поэчĕсем чăваш чĕлхине халалласа çырнă сăвăсен пуххисемпе пуян. Çавăн пекех  методика пособийĕсем, грамматика вăййисен пуххисем те пур куравра.



25 апреля 2014
10:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter