Иван Яковлевич Яковлев еткерĕ

 Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ЧР Елчĕк районĕн Кивĕ Эйпеç тĕп шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Федорова Елена Сергеевна И.Я.Яковлев çуралнăранпа 166 çул çитнине халалласа патриархăмăр пурнăçĕпе пултарулăхĕ çинчен доклад туса пачĕ.

Доклад вĕренекенсене кăмăла кайрĕ. Ачасем тимлĕн итлесе ларчĕç. Ыйтусем паракансем те пулчĕç.

    Çулленех, ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче, Чǎваш чĕлхи кунĕ иртесси пурнǎçа кĕчĕ. Темле хǎйне евĕрлĕ асамлǎтапхǎрпа – çут çанталǎк чĕрĕлĕвĕпе, çурхи ǎшǎ кунсемпе пĕрле тĕл килет ку уяв. Вǎл чǎвашсене çутта кǎлараканǎн И.Я.Яковлевǎн çуралнǎ кунĕпе тĕл килет.

    И.Я.Яковлев 1848-мĕш çулхи ака уйǎхĕн 25-мĕшĕнче Тутар Республикин Теччĕ районĕнчи Кǎнна Кушки ялĕнче çуралнǎ. Пĕчĕклех тǎлǎха тǎрса юлнǎ. Пахомовсен усрав ачи пулса ÿснĕ. Сакǎр çула çитнĕ-çитменех лашапа ака-суха тунǎ, çурлапа тырǎ вырнǎ, çǎпата та хуçнǎ. Хресчен ĕçĕ мĕн тери йывǎр, çав вǎхǎтрах пархатарлǎ пулнине чĕрипе туйса çитĕннĕ. Вĕреннĕ çын кǎна пурнǎçа çǎмǎллатасса лайǎхǎнланнǎ вǎл. Чĕмпĕрти гимназире, Хусанти университетра  ǎс пухать. Ырми-канми вǎй хунипе 1868 çулта Чǎваш шкулĕ уçǎлать. Çак шкултан ĕнтĕ чǎвашсен пулас вĕрентекенĕсем, çыравçисем, культурǎпа искусство çыннисем ÿссе çитĕнеççĕ. Тǎван сǎмах сумĕ чи çÿллĕ шая хǎпарса çитет, чǎваш алфавичĕйĕркеленет, халǎха вĕрентес ĕç анлǎн тапранса каять, илемлĕ литература чĕлхи никĕсленет, чǎваш юрри-кĕвви çунат сарать. И.Я.Яковлев уçнǎ Чĕмпĕрти шкултан вĕренсе тухнǎ çамрǎксем – К.Иванов, М.Трубина, Ф.Павлов тата ыттисем те-

тǎван халǎх тĕнче курǎмне çĕнĕ пусǎма çĕклеме мехел çитереççĕ.

     Чǎннипех те Улǎп çын пулнǎ И.Я.Яковлев! Ун ĕçне хакласа пĕтереймĕн, пĕр сǎмахпа пысǎк чунлǎ çын кǎна çакǎн пек пулма пултарать. 50 çул хушши тǎван халǎх чечекленĕвĕшĕн, пуласлǎхĕшĕн вǎй хунǎ вǎл. Вĕрентÿ ĕçĕпе пĕрлех илемлĕ литература ани çинче те çанǎ тавǎрсах ĕçленĕ. И.Я.Яковлев уйрǎмах ача-пǎча хайлавĕсем çырнипе паллǎ: «Кулачǎ», «Лаша шырани», «Çил-тǎвǎл» т.ыт.те. Библи сыпǎкĕсене те чǎвашла куçарнǎ. Аслǎ Вĕрентекен пил панипе чǎваш ялĕсенче шкулсем уçǎлнǎ.

1921 çулта ватǎлса, вǎйсǎрланса пыракан И.Я.Яковлев тǎван халǎх валли Халал çырать. Чǎваш çыннишĕн вǎл ыр сунǎм пехилĕ пек те, малашнехи ǎрусемшĕн вĕрентсе калани те. Хǎш-пĕр йĕркисене кǎна илер.

    «Манǎн чунǎм пĕрмаях сирĕншĕн çунатчĕ, халĕ те акǎ манǎн мĕн пур шухǎшǎм сирĕн çийĕре куçрĕ. Вырǎс халǎхĕ питĕ пысǎк халǎх. Вǎл ырǎ кǎмǎллǎ, ǎслǎ. Эсир ǎна итлĕр, юратса пурǎнǎр, унǎн ǎсĕн вǎйĕ, ырǎ кǎмǎлĕ, пурнǎçа малалла ярас шухǎшĕ хисепсĕр нумай, нихçан та пĕтес çук», «Эсир хǎвǎр халǎхǎрǎн чĕлхине хирĕç тǎмасан халǎх кǎмǎлне пĕтĕмпех хǎвǎр аллǎрта тытса тǎрǎр», «Пĕр-пĕринпе сапǎр пулǎр,çукшǎн-пуршǎн чашкǎрса çÿресрен, харкашасран аякра тǎрǎр», «Кукǎр çулпа çÿресрен, ултавпа тǎвасĕçрен хǎраса тǎрǎр: тÿрĕлĕхсĕр курнǎ усǎ, ултавпа тупнǎ телей тĕреклĕ мар, вǎл вǎраха пымасть»… Мĕн чухлĕ сапǎрлǎхпа ǎш пиллĕх тапса тǎрать Халал сǎмахĕсенче! Халал сǎмахĕсен пĕлтерĕшĕ нихǎш вǎхǎтра та кивелмĕ. Ăна ǎша хывса пурǎнасчĕ.  



25 апреля 2014
11:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter