Сăкăт хĕрĕсем конкурсран пуш алăпа таврăнмарĕç

 Йăлана кĕнĕ тăрăх, ака уйăхĕн вĕçĕнче республикăмăрти шкулсенче  И.Я.Яковлев аслă вĕрентекенĕмĕре халалласа чăваш чĕлхи эрнисем пыраççĕ. Шкулсенче кашни çулах тĕрлĕ ăмăртусем, вăйă-конкурссем, конференцисем иртеççĕ. Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль ялĕнче , акă, кашни çулах «Сарпи вулавĕсем» конкурс  иртет. Çак  район шайĕнчи конкурса эпир те , Сăкăт ачисем, кашни çулах хаваспах хутшăнатпăр. Кăçал вăл виçĕ номинаципе иртрĕ.  Сăкăтсем иккĕшне хутшăнма кăмăл турĕç.    

Пуш алăпа таврăнмарĕç Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕн хĕрĕсем ăмăртусенчен. «Сарпи сăввисем»  номинацире  Анюрова Алина (7 класс) тата Елагина Виктория (8 класс) иккĕмĕш вырăн йышăнчĕç. «Сарпи сăввисем тăрăх кĕвĕленĕ юрăсем»  номинацире  Таймукова Карина (10 класс)  Раис аппан «Манăн ăру» сăвви тăрăх кĕвĕленĕ юрăпа виççĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ.  

Саламлатпăр  пултаруллă хĕрсене, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.



25 апреля 2014
09:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter