Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш чĕлхин кунĕ ячĕпе саламлани

Хисеплĕ ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш чĕлхин кунĕпе саламлатăп!

Тăван чĕлхе - кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ, юратнă аннен сăпка юррийĕ, мăн асатте-асаннен иксĕлми ăс-хакăлĕ. Чăваш Ен влаçĕ наци чĕлхипе культурине аталантарма, тĕрев пама май паракан патшалăх политикине тытса пырать. "Тăван радио" янăраса кайрĕ. Наци радиовĕ аудиоархивне пуянлатсах пырать. Наци телекуравĕн чăваш чĕлхипе паллаштаракан "Илемпи урокĕсем" кăларăм хăйĕн кураканĕсене тупрĕ. 2013 çулта 121,7 пин тиражпа 49 тĕрлĕ чăвашла кĕнеке кун çути курчĕ. Вĕсен шутĕнче - "Чăваш поэзийĕн антологийĕ", "Чăваш чĕлхин ăнлантаруллă сăмах кĕнекин" иккĕмĕш томĕ, "Чи хитре чĕлхе". Ачасемпе çамрăксем валли çырнă кĕнекесен ал çырăвĕсен авторĕсене грантсемпе хавхалантараççĕ. Чăвашсен паллă çутта кăларуçи И.Я.Яковлев çапла çырнă: "Халăх шухăшлавĕ тата тавра курăмĕ тăван чĕлхере аван палăрать. Çавăнпах тăван чĕлхесĕр пĕлӳ çук". Чăваш Енре республика территорийĕнче тĕпленнĕ мĕн пур наци чĕлхипе культурине хаклаççĕ, хисеплеççĕ. Çакă тăнăçлăх тата килĕшӳ никĕсĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Пурне те çирĕп сывлăх, ăнăçу, çурхи кăмăл-туйăм, телей, ырлăх сунатăп!

 

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                     М. Игнатьев.



25 апреля 2014
13:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter