Елчĕк районĕ: Культура ҫулталӑкне тата чӑваш чĕлхи кунне халалланӑ семинар-канашлу

«Алран кайми аки-сухи, асран кайми атти- анни…» ҫак хӑватлӑ юрӑпа пуҫланчĕ район администраци ҫуртĕнче Культура ҫулталӑкне тата чӑваш чĕлхи кунне халалланӑ семинар-канашлу.  Ҫитсе пыракан уяв ячĕпе залра пухӑннӑ  хӑнасене, ентешсене    район администрацийĕн пуҫлӑхĕ Николай Миллин саламларĕ, Елчĕк  енре яланах чӑвашлӑха тĕпе хунине палӑртрĕ.   

Семинар программинче ҫак ыйтусем тĕпре пулчĕҫ:

  1.      ЧР шкулĕсенчи чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине  вĕрентес ыйтусем, йывăрлăхсем.
  2.      Чăвашлăх никĕсĕ -  ача садĕнчен.
  3.      Истори урокĕсенчи наци компоненчĕ.
  4.      Наукăпа – краеведени конференцийĕсем йĕркелени мĕн парать?
  5.      Культура çулталăкĕнче ирттермелли ĕçсем.

Мероприятие йĕркелекенсем - районти вěренÿ тата çамрăксен политики,  культура пайě,  чăваш чěлхипе литературине вěрентекенсен ассоциацийě,  чăваш наци  конгресě çумěнчи Елчěк районěнчи таврапěлуçěсен   канашě.

Юлашки перепись кăтартăвĕсем тăрăх, тăван халăх йышĕ чылай чакни паллă. 5-6 çул хушшинче хуласенче çеç мар, район  центрĕсенче те чăвашла калаçасси чакса пырать, тăван чĕлхе ăруран-ăрăва куçмасть. Çак пулăм чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсене çеç мар, кашни чăвашах хумхантарма тивĕç. «Чĕлхе пĕтсен халăх та пĕтет,» - тенĕ пирĕн ентешĕмĕр паллӑ этнопедагог  Геннадий Никандрович Волков.

Чĕлхене, халăха, чăвашлăха упраса хăварас тесен пирĕн мĕн тумалла-ха? Чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине вĕрентес ĕçре мĕнле йывăрлăхсем пур? Ку енĕпе районта, республикăра лару-тăру мĕнлерех? Çак ыйтусем тавра чуна ыраттаракан ыйтусем хускатрĕҫ тухса калаҫакансем.

Елчĕкре чӑвашлӑха тытса пырас енĕпе уйрӑмах палӑрса тӑрать. Кунта  халӑхӑмӑрӑн тĕрлĕ уявĕсем ҫӳллĕ шайра иртеҫҫĕ, ялсенчи культура вучахĕсен кӑвайчĕ аван тĕлкĕшет.  Районта, кашни ялта мĕнле мероприятисем иртни ҫинчен историпе краеведени музейĕн ертӳҫи Валентина Вастулова тĕплĕн паллаштарчĕ.

Ача ашшĕ-амăшĕнчен вĕренет. Ача-пăчана тĕрĕс воспитани парса ÿстересси – пысăк ыйту. Чăн-чăн чăваш чунлă пулса ÿсчĕр тесен пирĕн ачасене мĕне тата мĕнле вĕрентмелле –ха?  Кун пирки Çуткӳлти шкул ҫулчченхи ачасен воспитателĕ  Локачева Леонелла Витальевна чарӑнса тӑчĕ. Ун хыҫҫӑн « Хĕвел» ача садĕнчи  шӑпӑрлансем, Аслӑ Елчĕкри вӑтам шкул вĕренекенĕ, республикӑра иртнĕ видеосӑвӑсен ҫĕнтерӳҫи Мария  Адюкова хӑйсен пултарулӑхĕпе паллаштарчĕç, Елчĕкри культурăпа кану центрĕнчи «Варкăш» ушкăн чуна илĕртекен юрăсемпе саламларĕ.

Чăваш наци конгресěнчи ăслăлăхпа вěренÿ комитечěн членě, ЧР учителěсен ассоциацийě çумěнчи чăваш чěлхипе литературине вěрентекесен секцийěн ертÿçи Геронтий Никифоров  тахҫанах чунне ыраттаракан шухӑша итлекенсем патне ҫитерчĕ: «Республикӑра чӑвашлӑха аталантарасси ҫине пӳрне витĕр пӑхаҫҫĕ. Чӑваш турккӑ лицейĕ, Етĕрнери наци гимназийĕ, Герман Лебедев ячĕллĕ лицей хупӑнчĕҫ. Сӑлтавĕсем – тĕрлĕрен. Темĕн тĕрлĕ ҫырусем ҫыртӑмӑр, пуҫлӑхсен алӑкĕсене шаккарӑмӑр – усси курӑнмасть. Хуравсем паянхи кун та ҫук. Ҫапах та ку эпир алӑ усса лармаллине пĕлтермест. Тумла та пӑра шӑтарать теҫҫĕ. Хамӑра хӳтĕлеме вĕренмелле».

Чӑваш чĕлхин илемлĕхне, çепĕçлĕхне, пуянлăхне ытти халăх çыннисем тахçанах асăрханă, ăна тĕпчеме пикеннĕ. Темшĕн хăш-пĕр чăваш çакна халĕ те  шута илесшĕн мар. Хулара пурăнса вырăсланнăран-ши е культура шайĕ пĕчĕкрен-ши хăшĕсем тăван чĕлхене шкулта вĕрентнипе халĕ те кăмăллă мар.

Çав вăхăтрах тутар, армян, вырăс тата ытти халăх ачисем чăвашла тăрăшсах калаçма хăтланаççĕ. Пĕлÿ патне туртăнасси тăван чĕлхе урлă пулса пырать. Çакна хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ  хăй те ăнланмасть, ачисене те ăнлантараймасть,  «çăратпăр» вара… те пăтă, те яшка тенĕ пек.

Çĕр чăмăрĕ çинче 6 пине яхăн чĕлхе теççĕ. Анчах вĕсенчен чылайăшĕ çухалса пырать. Мĕн тумалла-ха чĕлхене упраса хăварас тĕлĕшпе? Хăй шухăшĕпе наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçлекен социолингвист Эктор Алос и Фонт тĕпчевĕсем пурне те хумхантарса ячĕҫ. Чӑвашлӑха упрасси пĕр хамӑртан ҫеҫ килет. Тĕслĕхрен, ял ятне, учреждени ячĕсене, шкулсенчи нумай стенда тӑван чĕлхепе ҫырма кам чарать пире? Чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентес ĕҫре те чӑрмавсем сахал мар. Чӑваш чĕлхипе ачасем ҫулсерен тытакан экзамена хӑй ирĕкĕпе тытмаллисен шутĕнче хӑварни, тӑван ен культура предмечĕ вырӑнне искусство предметне вĕрентме сĕнни те чĕлхемĕре упрас ҫул-йĕртен пӑрать. Ку енĕпе тахҫанах чан ҫапмалли вӑхӑт ҫитнĕ. Чунне ыраттарса хӑйсен шухӑшĕсене пĕлтерчĕҫ Шӑмӑршӑ, Каҫал тӑрӑхĕнчен килнĕ чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем. «Тӑван ен культури» учебниксен авторĕ, вĕрентӳ институчĕн преподавателĕ Елена Михайлова (Енькка)  сӑмахĕсем те тарӑн шухӑша ячĕҫ: чӑваша хура халӑх, тĕттĕм халӑх тенипе эпĕ пĕрре те килĕшместĕп. Чӑвашӑн ҫӑпатаран малтан урана тӑхӑнмалли сӑранран пулнӑ, хĕрарӑмсен капӑрлӑхĕнче  металл чылай пулнине те асӑнмасӑр иртме ҫук.

Чӑваш кил-ҫурчĕн лаптӑкĕ хальхи картишсенчен 3-4 хут та пысӑкрах, амбарсем те  икĕ хутлӑ пулнӑ. Ку мĕн ҫинчен калать? Пирĕн халӑх пек пуянни ҫук, пурнӑҫ ҫинчен тĕплĕн шухӑшласа пурӑнаканни ҫук.

«Хыпар» издательство çурчěн директорě – тěп редакторě, чӑваш наци конгресĕн вице-президенчĕ Алексей Леонтьев та ҫак шухӑшсене малалла тӑсрĕ. «Халӑхӑмӑр чылай пуянлӑха  ҫухатса пĕтернĕ, - палӑртрĕ вӑл. - Чӑваш туйĕ, уявĕсем ҫухалнӑ, чĕлхемĕр «вырӑсланать».  Тĕлĕнсе каймалла: паян чӑваш хĕрарӑмĕ ачисене йĕркеллĕ пил пама та  пĕлмест. Кун пекех пулсан, малашне мĕн патне ҫитсе тухӑпӑр?»

Районта иртнĕ семинар ĕҫне Чăваш патшалăх ял  хуçалăх академийěн ветеринари медицинин факультечěн доценчě, ЧР писательсен Союзěн тата Пěтěм тěнчери писательсен Союзěн членě Иванов Николай Григорьевич та хутшӑнчĕ. Тĕп ĕҫĕнче вӑй хунисĕр пуҫне Николай Григорьевич чӑваш литературине аталантарас  ĕҫре те  хӑй тӳпине хывать.  Ял хуҫалӑх академинче вĕренекен студентсенче чӑваш чунне вӑратас, чӑваш ĕҫченлĕхне аталантараас енĕпе те тимлет, ҫав хушӑрах Микулай Мӑскал ятпа сӑвӑсем ҫырать, пичетре кĕнекисем те кун ҫути курнӑ. Елчĕк районĕнчи студентсен ĕҫченлĕхĕпе тӑрӑшулӑхне уйрӑмах ырӑпа асӑнчĕ вӑл.  

Чӑвашсем эпир тепĕр чух хамӑр тӑван чĕлхене ҫителĕклĕ таран хисеплейместпĕр. Ҫав вӑхӑтрах темиҫе ҫĕр-шывра пулса курнӑ ЧР тава тивĕҫлĕ артистчĕ Валерий Семенов чӑваш чĕлхине ют ҫĕр-шывсенче хисеплесе хаклани ҫинчен асӑнчĕ.

Культура ҫулталӑкне тата чӑваш чĕлхи кунне халалласа ирттернĕ семинар-канашлу ĕҫне район пуҫлӑхĕ Николай Миллин  та хутшӑнни унӑн пĕлтерĕшне татах та ӳстерчĕ. Район ҫыннисемшĕн вӑл чӑвашлӑха хисеплени, чĕлхене сума суни пĕрре те вӑрттӑнлӑх мар.

Кашни çын ашшĕ-амăш чĕлхине, тăван халăх историне, йăли-йĕркине, юрри-ташшине, юмах-халапне пĕлме тивĕç. Унсăрăн хăвна çуратнă халăхран уйрăлса каясси те часах. Çакă вара чăн-чăн инкек. Хăй кам пулнине, хăш халăхран тухнине маннă çын тымарсăр йывăç пекех: хăрать, типет, кăшт çил вĕрнипех тÿнет. «Ҫил вĕрнипех тӳнекен тымарсӑр йывӑҫ пулас марччĕ, ҫакӑнта калаҫнисем ҫилпе вĕҫсе саланмалла мар, малашлӑхра  пурнӑҫламалли ĕҫсем. Ҫак шухӑша палӑртрĕ юлашкинчен семинар ĕҫне пуҫарса йĕркеленĕ чӑваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ертӳҫи Нина Левая.

 

 



25 апреля 2014
10:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter