Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Мурманск облаçĕн халăхсен хăрушсăрлăхне пăхса тăракан комитетăн председателĕпе Владимир Воротниковпа тĕл пулнă

 Ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Мурманск облаçĕн халăхсен хăрушсăрлăхне пăхса тăракан комитетăн председателĕпе,  «Чăваш Ен тăрăхĕ» Чăваш культура обществин Мурманск регионĕнчи председателĕн çумĕпе Владимир Воротниковпа тĕл пулнă. Республика Пуçлăхĕ Владимир Воротникова  Мурманск çĕрĕ çинче чăваш халăхне сума сунса, обществăлла организацине тивĕçлипех йĕркелесе ертсе пынишĕн тав сăмахĕ каланă. Михаил Игнатьев Чăваш Ен тăрăхĕнчен тухнă хамăр ентешсене яланах тăван енре кĕтсе илме хатĕр пулнине, вĕсене валли предприниматель ĕçне аталантарса пыма условисем туса пама хатĕррине, унсăр пуçне тивĕçлĕ хваттерсемпе те усă курма пултарнине асăнса хăварнă. Владимир Воротников Мурманск облаçĕнче чăваш халăхĕ хăйĕн тăван тăрăхне юратнине пĕлтернĕ. Яланах Чăваш Ен еплерех аталанса пынипе кăсăкланнине, наци культурине те тимлĕн сăнаса пынине, тăван халăх йăли-йĕркине упрама тăрăшнине, илемлĕ юрри-ташшине ламран лама, ăруран ăрăва  куçарма тăрăшнине каланă. Сумлă хăна, Чăвашсен культура обществи В.И.Чапаев, А.Г.Николаев паллă ентешĕсене сума сунса  тата паллă уява Акатуя яланах йĕркелесе ирттерни çинчен асăнса хăварнă. Владимир Воротников Мурманск облаçĕн губернаторĕ Марина Ковтун пăхса тăнипе «Туслăх йывăçĕ» наци культурин уявне чыслăн ирттерни пирки каланă. Асăннă уявра Чăваш Ен çинчен пысăк презентаци йĕркеленĕ пулнă. Тĕплĕнрех



25 апреля 2014
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter