Вăрмар районĕ: И.Я.Яковлевпа çыхăннă вырăнсене çитсе куртăмăр

Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче, эпир Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 7а , 8г, 10 б классенче вĕренекенсем,  Левина Г.А. тата Васильева Г.Н. ертсе пынипе  Ульяновск хулине çитсе куртăмăр. Ульяновск хули - чăн-чăн культура палăкĕ. Тĕрлĕ çĕрте пулса куртăмăр: Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче, Чĕмпĕрти классика гимназийĕнче, авиаци музейĕнче . Çавăн пекех хулари  çĕр-шыв историйĕпе çыхăннă паллă вырăнсемпе паллашрăмăр. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн музей ĕçченĕсем пире кĕнекесем парнелесе савăнтарчĕç.  Чĕмпĕрти  чăваш шкулĕпе классика гимназийĕнче  пулса курни пире аваллăха аса илтерчĕ, И.Я. Яковлев чăваш халăхĕшĕн тунă пархатарлă ĕçсене куç умне кăларса таратрĕ.Çул çÿреврен хавхаланса, ырă шухăш-туйăмсемпе таврăнтăмăр. Тăван халăхăмăрăн  Иван Яковлевич пурри мĕн тери телей! Унăн ячĕ ĕмĕр-ĕмĕрех пирĕн асра упранĕ.



25 апреля 2014
10:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter