Михаил Игнатьев: « Пирĕн ентешсем, Чернобыль АЭСĕнчи инкек шырлăхне сирсе яма хутшăнса паттăрла ĕçсем тунă»

Ака уйăхĕн  25-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чернобыль АЭСĕнче пулнă инкек пулнăранпа 28 çул çитнине халалласа ирттернĕ хурлăхлă митинга хутшăннă. Чернобыль тата ытти радиациллĕ катастрофăсенчен хăтарнă ентешĕмĕр паттăр- ликвидаторсене халалланă обелиск умĕнче митинга Шупашкарти «Çĕнтерӳ» мемориаллă комплексра  ирттернĕ. Асăннă пулăма Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова, Чăваш Республикин Гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕ Вениамин Петров,    МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕн  пуçлăхĕ Станислав Антонов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ  Чернобыль АЭСĕнчи инкек шырлăхне сирсе яма хутшăннă паттăрсене, вĕсен тăванĕсене чĕререн тав тунă.   «Чăваш Енрен Чернобыль АЭСне çар служащийсене, çар тивĕçне пурнăçлакансене, ахаль граждансене тăратнă. Çак çынсем пур те, хăйсене шанса панă ĕçсене тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Çынсен пурнăçне çăлса, хăйсене шеллемесĕр паттăрла ĕçсем тунă», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Республика Пуçлăхĕ Чăваш Ен Правительстви аварие сирсе яма пулăшнă çынсен умĕнче хăй çине илнĕ пур яваплăха та кирлĕ пек пурнăçланине асăннă. Вĕсене пахалăхлă медицина, тĕрлĕ социаллă пулăшусемпе тивĕçтересси ыйтуна вăхăтра татса панине асăннă. Митинга хутшăннисем аварире вилнисене асăнса  пĕр минутлăха шăплăха тытнă, палăк умне чĕрĕ чечексем хунă. Митинг иртнĕ хыççăн Чăваш Ен Пуçлăхĕ  аварие сирсе яма хутшăннă паттăрсемпе, тăлăха юлнă арăмĕсемпе тĕл пулса калаçнă, вĕсен сĕнĕвĕсемпе ыйтăвĕсене итленĕ. Чернобыль атомлă электростанцийĕнче тваттăмĕш энергоблокра  авари 1986 çулта ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче кĕрленĕ.  Раççейре 1993 çултан пуçласа çак куна асăнса паллă тăваççĕ.



25 апреля 2014
13:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter