Елчĕк районĕ: Тĕп вулавăш фончĕ ыр кăмаллăх акцине хутшăнса парнеленĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ

Вулама чарăнсан, çын шухăшлама чарăнать, тенĕ паллă ăсчах. Кĕнеке тусĕсем çĕнĕ изданисемпе интересленсех тăраççĕ. Кĕнеке фондне çĕнетесси паян çăмăл мар.

Çак кунсенче районти тĕп вулавăш фончĕ ыр кăмаллăх акцине хутшăнса парнеленĕ кĕнекесемпе пуянланчĕ. Пултаруллă паллă журналиста, писатĕле Александр Георгиевич Миллин çинчен пĕлмен çын çуках ĕнтĕ пирĕн районта. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унăн «Мухтанчăк» ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Ку пирĕн шăпăрлансемшĕн пысăк савăнăç. Кĕнеки пысăках мар, çÿхерех пулсан та, унăн тĕшши тулли, техĕмлĕ, тĕлĕнсе каймалла тутлă. «Мухтанчăк» кĕнеке килти чĕрчунсене, вĕçен кайăксене, тăван тавралăха юратакан ачасем çинчен каласа парать. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха упрама пĕлеççĕ вĕсем, ашшĕ-амăшне, ытти çынсене хисеплеççĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçчен ÿсеççĕ. Çитĕнекен ăрушăн вуласа вĕренмелли чылай. Кĕçĕн çулхи ачасем валли çырнă кĕнекене калавсем, инсценировкăсем кĕнĕ. Кĕнеке пичетленсе тухнă-тухманах, Александр Георгиевич Миллин ывăлĕ, Борис Александрович Миллин, хальхи акцине хутшăнса, 30 экз. кĕнеке парнелерĕ.

А.Г.Миллинăн ырă ячĕ, тăван тавралăха, пурнăçа юратма вĕрентекен хайлавĕсем ялан пирĕнпе, унăн юлнă ал çырăвĕсем кĕнекен пичетленсе тухасса татах та эпир чăтăмсăррăн кĕтетпĕр. Писателĕн ырă шухăшĕсем, ырă сĕнĕвĕсем ялан пирĕнпе, унăн вĕрентсе калани пурнăçра пулăшса пырать.

Çавăн пекех пирĕнтен вăхатсăр уйрăлса кайнă Раççей писателĕсен тата журналисчĕсен союзĕн членĕ, РСФСР халăха вĕрентес ĕç отличникĕ, М.Ваçлейĕн, Ф.Карлинăн премийĕсен лауреачĕ, чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ ăна «Чăваш халăх ăсчахĕ» хисеплĕ ят панă, сăвăç, педагог тата журналист Борис Леонтьевич Борлен (Тихонов), арёмĕ Лидия Григорьевна Тихонова 93 кĕнеке, автăрăнне, парнелерĕ. Мĕн тери тарăн шухашлă, илемлĕ сăнарлă калавсем- сăввисемпе легендисем, поэмисем- чуна хумхантаракан, хурлантаракан, куçран куççуль кăларакан япаласем те, вар тытса кулмалли кулăшсем те пур вĕсенче. Вĕсем пур те çынна ырра вĕрентеççĕ, çутта чĕнеççĕ, хамăрăн пурнăçри тасамарлăхран хăтăлма хистеççĕ. Илемлĕ хуплашкаллă, хăйне еверлĕ кăсăклă ача-пăча кĕнекисем те - парнесен хушшинче.

Çывăх вăхăтрах тĕп тата ялти вулавăш вулаканĕсем Б.Борлен, А. Г. Миллин хăйлавĕсемпе паллашĕç. Лидия Григорьевнăпа Борис Александровича пирĕн тав сăмахĕ кăна калас килет.

Кĕнеке вулама юратакансем «Библиотекăри каçа» хутшăнчĕç. Кунта йĕркеленĕ «Библиотекăна кĕнеке парнеле» акцине вулакансем пысăк хавхаланупа хастар хутшанчĕç. Ырă ĕç туса пулăшни, сăваплă пулнине ăнланса вĕсем чылай кĕнеке парнелерĕç. Ырă камăллăх ĕçне тÿрĕ чунпа пурнăçлакансен йышăнче: Александра Прохоровна Сайкина, Валентина Димитриевна Краснова, библиотека ĕçченĕсем. Кĕнеке фончĕсене тĕрлĕ литературăпа пуянлатассишĕн тăрăшнăшăн пурне те тав сăмахĕ калатпăр.

Çĕнĕ кĕнекесем часах библиотекăсене çитĕç.

Хисеплĕ вулакансем! Сире кашни библиотекăра хапăл туса кĕтетпĕр.



28 апреля 2014
11:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter