Макроэкономика кăтартăвĕсем 2014 çулта I кварталта Чăваш Енĕн самай пысăк

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен ертӳçисемпе тата тĕрлĕ служба пуçлăхĕсемпе эрнесерен пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин 2014 çулăн пĕрремĕш кварталти социаллă экономика аталанăвĕн ĕç кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Калăпăр, промышленноç призводствин  индексĕн калăпăшĕ 104 процентпа танлашнă, (Раççейĕпе илес пулсан – 101,1 процент), кăларнă таварсен калăпăшĕн виçи 35 млрд. тенкĕпе танлашнă (107,3 процент чухлĕ пĕлтĕрхипе илсен). Кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта суту-илӳсен çаврăнăшĕ 28,9 млрд. тенкĕне çитнĕ (102,6 процентпа танлашать, пĕлтĕрхи çул çак тапхăртипе танлаштарсан). Ял хуçалăх таварĕсене туса кăларассипе илсен – 1,3 процент чухлĕ чакнă, кăтарту выльăх-чĕрлĕх таварĕсене кăлăплассин пайĕ пĕчĕкленнине кура. Хальхи вăхăтра пысăк тĕллев, çуркуннехи уй-хир ĕçĕсене вăхăтра кирлĕ пек пĕлсе пурнăçласси, çĕрсене пусă çаврăнăшне нумайрах кĕртсе хăварасси, пĕлтĕрхинчен çĕрсене ытларах акса хăварасси. Чăваш таможня посчĕн кăтартăвĕсем тăрăх,  Чăваш Республики тулашĕнчи таварсен çаврăнăшĕ кăçалхи çул пĕрремĕш кварталта экспорт – 28,3 млн. долл США (106,3 процентпа танлашнă),  импорт – 46,4 млн. долл. США (58 процент) чухлĕ. Республикăн тĕп капиталĕ пĕрремĕш кварталта пĕтĕм çăлкуçсенчен пухса 9,1 млрд тенкĕллĕх  инвестици хывнă (101 процент пăлтăрхи çак тапхăрпа илес пулсан).  2014 çулта кăрлач-нарăс уйăхĕсенче вăтам ĕç укçин шайĕ 18793,3 тенкĕне кайса ларнă. ( Пĕлтĕрхи çак тапхăрнти укçа виçинчен 11,5 процент чухлĕ пысăкрах). 2014 çулта 1 кварталта шалу укçин виçи 19235,4 тенкĕ (10,5 процента çити ӳснĕ). Атăлçи федераллă округпа илес пулсан Чăваш Ен ĕç укçин парăмĕн кăтартăвĕпе чи пĕчĕккисен шутĕнче, 2014 çул ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн виçи 4,1 млн. тенкĕпе танлашать (пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 87 процент чухлĕ сахалланнă). Министр, Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, социаллă экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем нумай енпе çулталăк кăтартăвне лайăхлатма шантарнине асăннă.   Финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Светлана Енилина 2014 çул пĕрремĕш кварталти республикăн пĕрлештернĕ бюджет кăтартăвĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Министр хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енре социаллă пĕлтерĕшлĕ тытăма укçа-тенкĕне вăхăтра куçарнине, кредиторсен парăмĕ те пулманни пирки каласа хăварнă. Патшалăх умĕнчи парăм Чăваш Республикин çулталăк пуçламăшĕнчипе илес пулсан, 1823,2 млн. тенкĕ чакнă (18,6 процент). 2014 çул ака уйăхĕн пĕрремĕшĕ тĕлне, 8003,9 млн. тенкĕпе танлашать.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ районсен бюджетне тĕплĕн тишкерсе тухма сĕннĕ. «Енчен те хапăр хăй пуçтармалли тупăш пайне пĕчĕклетнĕ пулсан, вĕсем ун чухне хăйсем çине илнĕ яваплăха кирлĕ пек пурнăçлаймаççĕ, халăх ыйтнине тивĕçтереймĕç, республикăран пулăшу ыйтма тытăнаççĕ», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Улатăрпа Çĕнĕ Шупашкарта хапăр хăй тупăшĕн калăпăшне чакарма пăхнине тĕплĕн тишкерме сĕннĕ. Канашлăва пухăннисем умĕнче пĕлтĕрхи çул производство организацийĕсем хушшинчи социаллă экономика кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Пурĕ ăмăртура 53 промышленноç предприятийĕсен кăтартăвюсене пăхса тухнă. Вĕсен ĕçне 15 енпе тĕпченĕ. Ĕç кăтартăвĕсем тăрăх, пĕрремĕш ушкăна (1500 çынран ытларах предприятинче ĕçлекен) «АККОНД» ОАО çĕнтернĕ, иккĕмĕш ушкăнра ( 600 çынран пуçласа 1500 çын таран предприятинче вăй хурать). Асăннă ушкăнра «ЭКРА» наукăпа производство предприятийĕ çĕнтерӳçĕ ята илнĕ.  Вççĕмĕш ушкăнра (300 çынран пуçласа 600 çын таран вăй хуракан предприяти). Асăннă кăтартупа чи маттурри - «Алатырский механический завод» ОАО. Таваттăмĕш ушкăнра (100 çынран пуçласа 300 çынран тăракан предприяти) – Муркашра кирпĕч кăларакан завод тивĕçлĕ ята илнĕ. Пиллĕкмĕш ушкăна (100 çынна çити предприяти) - «Хлебокомбинат «Марпосадский» ООО хисепе тивĕçнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ асăннă предприятисен ертӳçисене, предприятинче ĕçлекенсене тав тунă, дипломсем парса хавхалантарнă. «Ăмăртса ĕçлес принцип яланах лайăхрах аталанса пыма шанăç çуратать. Малашне те малалла ăнтăлма тăрăшмалла. Хамăр ума лартнă тĕллевсенчен пăрăнмалла мар», - тесе чĕнсе каланă предприятисен ертӳçисене. Тӳрĕ кăмăлпа ĕçлесе пыракан предприятисем яланах ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăнине асăннă. Вĕсем çынсене вăхăтра тата кирлĕ пек ĕç укçипе тивĕçтернине кура, халăх та хисеплет. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство министрĕ Олег Марков хăйĕн сăмахĕнче 2014 çул пĕрремĕш кварталти строительство ĕçĕсен ктартăвĕсем пирки чарăнса тăнă. Строительство тытăмĕнче ĕç-пуç аванлансах пыни куç кĕретех. Министр пĕлтернĕ тăрăх, пурăнмалли çурт-йĕрсене ытларах экономкласлă хута ярасси пирки палăртнă. Чăваш Республики Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи   Александр Иванов Çуркуннепе Ĕç уявĕсене хатĕрленсе ирттернин мероприятийĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Паллă кунсенче республикăри хуласемпе районсенче уçă тӳремсенче пурĕ 200 ытла пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем ирттерме палăртнине каланă, вĕсенче 25 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Пур çĕрте те районсемпе хуласенче халăхсен хăрушсăрлăхне пăхса тăрассипе тĕллевĕн ĕçлесе пынине асăннă. Уявсем пуриншĕн те хаваслă пуласса шанса каланă. Паянхи канашлура Чăваш Республикине Беларуç Республикинчен официаллă делегаци килме палăртни çинчен те канашланă, ĕçлĕ визитпа çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.

 



28 апреля 2014
16:49
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter