Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев XVIII-мĕш Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне çитсе курнă

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  хăйĕн мăшăрĕпе  Лариса Юрьевнăпа Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне çитсе курнă. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн пуçарăвĕпе йĕркеленсе кайнă Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ çулран çул вăй илсе пырать. Кăçал вăл «вун саккăра» çитрĕ. Ку хутĕнче фестиваль ака уйăхĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа ака уйăхĕн 26-мĕшĕччен Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулчĕ. Пухăннисене, балет искусствине юратакансене вăл пĕрремĕш кунах тĕлĕнмелле савăнăç парнелерĕ. Сцена çине Ф.Амировăн «Тысяча и одна ночь» спектаклĕ тухрĕ. Палăртса хăварар: асăннă ĕçĕн премьери Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче 1989 çулта иртнĕччĕ. Хальхи вара... Пур енĕпе те малтанхинчен ирттерет. Араб юмахĕсене тĕпе хурса лартнă спектакль пачах çĕнĕлле «пиçсе» тухнă. Çапла тума пулăшаканĕсем - Санкт-Петербург хăнисем. Вĕсем - хореографи тĕнчинче паллă балетмейстер Давид Авдыш тата çамрăк ӳнерçĕ Анна Устинова. Сцена çине хăнасем - Мари патшалăх оперăпа балет театрĕн ташă ăстисем - тухрĕç. Кӳршĕсем А.Аданăн «Корсар» ĕçĕпе килнĕ. Ун пирки çакна каламалла: кашни театрах унашкал спектакльпе мухтанма пултараймасть. Артистсен ăсталăхĕ те, спектакле илемлетес пултарулăх та пысăккине уççăн çирĕплетет вăл. Тумсем тата... Аваллăх çӳпçинчен илнĕ тейĕн вĕсене. Фестивале пирĕн ентешĕн Валентин Гладышевăн куравĕ те пуянлатать. Вăл, вунă çул ытла Çĕнĕ Зеландире пурăнаканскер, экспозицие Чăваш Енĕн хальхи вăхăтри балетне халалланă. Балет искусствине юратакансем П.Чайковскин вилĕмсĕр «Лебединое озеро» ĕçĕпе киленчĕç. Тĕп партисенче Мускав ташă ăстисем пулчĕç: Раççей халăх артистки, Пысăк театр солистки Мария Аллаш (Одетта тата Одиллия), Раççей тава тивĕçлĕ артисчĕсем Игорь Колб, Илья Кузнецов. Фестиваль гала-концертпа вĕçленнĕ. Тĕплĕнрех



28 апреля 2014
09:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter