Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика шайĕнче ирттерекен "Мехел" конкурса çитсе курнă

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика шайĕнче ирттерекен ачасен чăваш юррисен «Мехел» VIII-мĕн телеконкурс пĕтĕмлетӳ концертне çитсе курнă. Республика Пуçлăхĕ конкурс йĕркелӳçисене, педагогсене, ачасен пултарулăх ушкăнĕсен ертӳçисене, ашшĕ-амăшĕсене ачасен тавра курăмне ӳстерсе пыма пулăшнишĕн тав сăмахĕ каланă. «Хăть мĕнле ăмăрту та вăл хăйне евĕр экзамен. Çĕнтерӳçĕ тесе пурне те хутшăннисене калама пулать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Ен ăста та пултаруллă çамрăксемпе пуян. Малашне те аталанса пыма пысăк резерв пур. Конкурс председателĕ, паллă композитор  Николай Казаков  хăй енчен республика Пуçлăхне вĕсем патне тимлĕх уйăрнишĕн савăнса тав сăмахĕ каланă. Çак уйрăмах çитĕнекен ăрушăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Асăннă «Мехел» конкурса Чăваш Республикинчи Композиторсен пĕрлешĕвĕ Чăваш Ен патшалăх филармони тата «ФГУП «ВГТРК» «ГТРК «Чувашия» пĕр пĕринпе тачă çыхăнса ирттеренине каланă. Тĕп тĕллевĕ, паллах, çитĕнекен ачасен тавра курăмне аталантарма пулăшасси, пулас ăрăва чăваш чĕлхине, культурине вĕрентесси, тăван кĕтесе юратма хавхалантарасси.  Йăлана кĕнĕ конкурс çулсеренех 100 яхăн пуçаруллă  яш-кĕрĕме пуçтарать. Конкурсра уйрăм тухса юрлакансем, ушкăнпа та тухакансем çителĕклĕ таран. Ачасем кунта 6 çултан пуçласа 17 çула çитнисем. Чăваш Ен Пуçлăхĕ çĕнтерӳçĕсене дипломсем парса хавхалантарнă. Конкурсра 6-9 çулти ачасем хушшинче Вăрнарти ачасен искусство шкулĕнче туптанакансем виççĕмĕш вырăна тухнă, иккĕмĕшне – «Мерчен», «Юмах» ача  сачĕн ушкăнĕ (Патăрьелсем),  чи хастаррисен ятне, пĕрремĕш вырăна – Красноармейский районĕнчи «Капельки» ансамбль çĕнсе илнĕ. Çĕнĕ Шупашкарти ачасен кĕвĕ шкулĕнче ĕçлекен Ольга Кондратьевăпа «Сигнал» студийĕн ертӳçне Веронике Арисовăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăнмаллăх алла çыхмалли сехете парса хавхалантарнă. Пухăннисем умĕнче республика Ертӳçи Культура çулталăкне кирĕ пек шайра ирттерсе ямаллине, кашни çыннăн хăйĕн илемлĕ те паха юррисемпе хамăр тăрăхра пурăнакансене савăнтарма пĕлмеллине асăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



28 апреля 2014
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter