Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри хула тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пуçличчен, чи малтанах федераци бюджетĕнчен ача сачĕсене, спортзалсене, культура объекчĕсене, ялти культура çурчĕсене  çĕклесе лартма укçа-тенкĕне уйăрса пайлани çинчен хыпара пĕлтернĕ. Асăннă укçа тенкĕне вăхăтра пĕлсе усă курмалли пирки çирĕппĕн асăрхаттарса хăварнă. Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин  ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче 44№-лĕ Федераллă саккун пурнăçа еплерех кĕрсе пыни çинчен чарăнса тăнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ муниципалитетсен пуçлăхĕсене тепĕр хут бюджет укçипе перекетлĕ пĕлсе усă курмалли çинчен асăрхаттарнă, ыйтăва куçран вĕçертмелле маррине палăртнă. «Ял территройĕсене çирĕп аталатарса пырас тĕлĕшпе, ятарлă программăпа килĕшӳллĕн ытти регионсемпе танлаштарсан, эпир хамăр енчен çителĕклĕ таранах укçа тенкĕ уйăратпăр. Ял тăрăхĕсенче социаллă тытăм кирлĕ пек вăй илсе пытăр тесе тăрăшатпăр, миллиарда яхăнăн тăкаклантпăр», -  тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ.  Районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене вырăнта конкурссем ирттернĕ чухне тимлĕрех пулма чĕнсе каланă. Канаш тата Улатăр хулисенче пулса иртнĕ кăлтăксем урăх пулмалла маррине çирĕппĕн палăртнă. Пĕр организациех темиçе аукционра хутшăнса, çĕнтерӳçĕ пулнă, бюджет эффективлăхĕ пĕр процентран та пĕчĕкрех, çав хушăрах ытти районсемпе хуласенче бюджет эффективлăхĕ 10 процентпа танлашнă. Çакнашкал киревсĕр тĕслĕхсем малашне пулмалла маррине чĕнсе каланă Пуçлăх.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова 2013 çул утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вырăнти муниципалитетсене тăратнă ĕç сферинчи ыйтусем пирки чарăнса тăнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем çинчен тĕплĕн паллаштарнă. Министр палăртнă тăрăх, кĕрхи культурăсене 72,2 пин га çинче акса хăварнине палăртнă. (2012 çулта – 69,5 пин га çинче). Пĕтĕмĕшле илес пулсан, кĕрхи культурăсем аван хĕл каçнă, 88,3 процента çити кĕрхисене Улатăрсем апатлантарнă, 82,8 процент – Вăрнарсем, айван ĕçлекенсем – Муркашсем.  Çурхи культурăсене акса хăварас ĕç те кулленех вăй илсех пырать. Районсем çурхи кунсемпе туллин усă курма тăрăшаççĕ, кану кунĕсенче те уйрăмах лайăх ĕçлеççĕ. «Ахальтен каламан, çурхи пĕр кун çулталăка тăрантарать», - тесе палăртнă республика Ертӳçи. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Светлана Енилина  иртсе пыракан çулăн пĕрремĕш кварталти республикăн пĕрлештернĕ бюджечĕн кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Уйрăммăн тупăшсемпе тăкаксен пайĕ çинчен тĕплĕн паллаштарнă.   Республика Пуçлăхĕ вырăнти бюджета куçакан укçасемпе вăхăтра пĕлсе усă курса пыма чĕнсе хăварнă канашлăва пухăннисем умĕнче.

  Тĕплĕнрех



28 апреля 2014
08:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter