Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Ен Наци радиовĕ пиллĕк çул тултарнă ятпа саламланă

Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци радиовне пиллĕк çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа  пыраканĕ Светлана Енилина, Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Валентина Андреева, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă.  Ĕç ушкăнне саламланă май, Чăваш Ен Пулăхĕ хăйĕн сăмахĕнче Наци радиовĕ пĕрремĕш хут  Чăваш чĕлхин кунĕнче янăраса кайнине, Чăвашсене çутта кăлараканĕ, Иван Яковлевич Яковлев патриархат çуралнă кун пĕремĕш хут эфира тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Тĕлĕннмелле, паха, эсир кунĕн çĕрĕн эфирта. Сирĕн сасса республикăра çеç мар, Чăваш Ен тулашĕнче те лайăх пĕлеççĕ. Паян сирĕн Наци радиовĕнче эффективлă ушкăн ĕçлет. Эсир пĕлсе ĕçленине кура, республикăра пурăнакансем кирлĕ кăларăмсене итлеме пултараççĕ. Эсир хатĕрленĕ хыпарсен ярăмĕсем тĕп-тĕрĕс те яланах вăхăтра халăх патне çитеççĕ. Эсир хатĕрленĕ тĕрлĕ передачăсем чăвашсене çеç мар ытти халăхсене те савăнтараççĕ. Чăваш историне, йăли йĕркипе культури çинчен тăтăшах пĕлтерсех тăратăр, унсăр пуçне республикăн социаллă экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕсем çинчен те кирлĕ пек каласа паратăр», - тенĕ республика Пуçлăхĕ. Михаил Игнатьев Наци телерадиокомпанийĕн хастар та маттур ĕçченне Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ята парса хавхалантарнă.  Мухтава тивĕçни: Олег Прокопьев,  продюсер центрĕн пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тав çырăвĕпе хаклă парнене – сехете   Виктор Дмитриева, сасă режиссерне парса чысланă. Чăваш Ен Наци телерадио компани виçĕ массăлла информации хатĕрĕсене пĕрлештерсе тăрать. Вĕсем: Чăваш Наци радиовĕ, Наци телекуравĕ тата «Тăван радио». Паян эфира 60 ытла тĕрлĕ жанрлă передачăсем хатĕрленсе тухаççĕ. Радио хумсем çинче кунĕ çĕрĕпех тĕрлĕ кăларăмсем. Вĕсенчен 80 процента яхăн передачăсем чăвашла тухаççĕ, 20 процент вырăсла. Наци радиовĕ республикăри пур районсемпе хуласенче те янăрать. Хаваспах юнашар регионсем те 105,0 FM и 72.41 каналсем çинче кăларăмсене итлеççĕ. Паян тата çитменнине Интернетра та итлеме май пурри савăнтарать. Тĕплĕнрех



28 апреля 2014
08:22
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter