Михаил Игнатьев: «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ кăларнă саккунсен пахалăхĕ пысăк шайра пулнине палăртатпăр 20 çул иртнĕ хыççăн»

 Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта Патшалăх Канашне халалласа ирттернĕ  регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕн  ĕçне хутшăннă. Конференцие пухăннисем умĕнче тухса калаçнă май, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра саккунсене йышăнас тата вĕсене аталантарссин базинче Чăваш Республикин Патшалăх канашĕ пысăк витĕм кӳнине палăртнă. «1994 çулта çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн пĕрремĕш Пухăвĕ иртнĕ. Нормативлă ĕç хучĕсем нумайăшĕ вăл вăхăтра таса хутран тытăннă пулнă. Паян, 20 çул иртнĕ çемĕн, вĕсен пахалăх шайĕ курăмлăнах ӳснине нимĕн иккеленмесĕрех калама пултаратпăр. Федераци шайĕнче пирĕн пуян опыта ытти регионсем те ырланă. Тĕслĕх вырăнне усă кураççĕ», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Паян мĕн пур йышăнакан саккунсем пĕтĕмпех çынсен правине хӳтĕлессипе çыхăнччĕр. Саккуна пăхăнса таса чунпа ĕçлесе пымалла. Ун чухне тин пире суйласа лартнă халăх шанма пултарать. Вĕсен ĕçĕсене те тӳрре кăларма пултарăпăр», - тесе хăй сăмахне тăснă малалла республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов ĕç тăвакан влаç органĕсемпе тачĕ çыхăнса ĕçленине асăнса хăварнă. Обществăлла организацисен сĕнĕвĕсене яланах шута илнине те палăртнă. 20 çул хушшинче 1130 яхăн саккуна йышăннине пĕлтернĕ. Киров облаçĕн Саккунсем кăларакан Пухăвĕн Председателĕ Алексей Ивонин Чăваш Ен Пуçлăхне хăйсен енчен Тав çырăвне парса чысланă. Ĕç тăвакан влаç тата саккунсем кăларакан патшалăх влаç органĕсем Раççей Федерацийĕнче пĕр-пĕринпе ăнланса килĕшсе ĕçлес ĕçре пысăк витĕм кӳнишĕн ырланă, сăмаха май вĕсен Киров облаçĕн Патшалăх Канашĕн Пухăвĕ те 20 çул тултарать, вăл ятпа та саламласа хăварнă. Тĕплĕнрех



29 апреля 2014
14:20
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter