Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн пушар хуралĕн службине йĕркелесе янăранпа 365 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă

Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн пушар хуралĕн службине йĕркелесе янăранпа 365 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла пулăма хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ харпăр хăйне сыхламалли ятарллă хатĕрсенчен, пушара хирĕç тăратмалли техникăсенчен йĕркеленĕ курава пăхса çаврăннă, МЧСăн ĕçне пысăк хак панă. Чăваш Енре пушар службин ăнăçлă ĕçне йĕркелес, ăна пушар сӳнтермелли кирлĕ хатĕрсемпе  тивĕçтерес тĕлĕшпе  çине тăраççĕ. Ятарлă техника туянма бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнипе, пушар сӳнтерекенсем професси енĕпе пысăк ăсталăх  кăтартнипе, профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркеленипе  иртнĕ çулта республикăри вăрмансенче пĕр пушар та пулманнине палăртса хăварнă. Ĕçре туяннă хатĕрсемпе пĕлсе тата вăхăтра усă курмаллине чĕнсе хăварнă. Пушар хуралĕн ĕçченĕсене професси уявĕ ячĕпе саламланă май, Михаил Игнатьев пушар служби тĕрлĕ тапхăрта ĕçленине каланă. Яланах çынсен хăрушсăрлăхне пăхса тăнă. «2010 çулта йывăр тапхăрта, пулнă инкекрен пĕрне-пĕри ăнланса ĕçлесе пынине кура, çынсем вилнĕ тĕслĕхсем пулманни паха», - тенĕ. Профилактика ĕçне те яланах çирĕп йĕркелесе пымаллине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ паян пушар хуралĕнче тимлекенсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе усă курнине палăртнă. Сумлă ветерансене çитĕнекен ăрăва паха тĕслĕх парса çитĕнтернĕшĕн  тав сăмахĕ каланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьев тата МЧСăн Чăваш Республикинчи тĕп управлекнийĕн ертӳçи Станислав Антонов ĕçре хастар пулнисене патшалăх наградисене парса чысланă.   Калăпăр, пушар хуралĕн 27№-лĕ пайĕнче водитель пулса вăй хуракана Николай Смирнова Чăваш Республикин Хисеп грамотине парса хавхалантарнă. 11№-лĕ пушар хуралĕнче тимлекен аслă прапорщика Владимир Иванова, пушар машинипе ĕçлекен аслă инспектора Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çăлавçă ята парса хисеп тунă. Уяв мероприятийĕнче Чăваш Енри пушар хуралĕнче ĕçлекенсен ĕç династийĕсем уйрăм хисепе тивĕçнĕ. Вĕсем: Нягинсен ĕç династийĕ, Петьковсен тата Сергеевсем. Чи пысăк ĕç династийĕ вĕсенчен Крдыковсем – Нягинсем, вĕсен ĕç стажĕ 1096 çул. Торжествăлла пулăма пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ пушар хуралĕн сотрудникĕсене малашне те хăйсен умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçлама, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хӳтĕлеме, республикăри экономика объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерме, çут çанталăк пуянлăхне упрама сĕнсе хăварнă. Тĕплĕнрех



29 апреля 2014
17:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter