Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрнере пулнă

Ака уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Етĕрне районĕнче пулнă. Унпа пĕрле çул çӳревре Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Чăваш Республкин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Малов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ «Конезавод им. Чапаева» ОАО хуçалăхра çурхи уй-хир ĕçĕсемпе паллашнă. Ял хуçалăх предприяти ĕçне йĕркелесе пыракан директор Александр Кузнецов пĕлтернĕ тăрăх, кунта ĕçлекенсем хар тăрса вăхăтра уя тухнине асăннă. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне, çурхи культурăсене 100 га çинче акса хăварнă. Кĕрхи культурăсене 400 га çинче акнă, кальчасем хĕлле аван хĕл каçнă. Мĕн пур акса хăварнă культурăсене пурне те имçамланă, апатлантарнă. Çурхи уй-хир ĕçĕсене  йĕркелесе ирттерме сĕрмелли топлива хатĕрне кирлĕ пек пĕтĕмпех хатĕрлесе çитернĕ. Республика Пуçлăхĕ ял ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçнă. Хуçалăхра ĕçлеме пур услови те çителĕклĕ таран пулнине палăртнă калаçăва хутшăннисем. Кунне икĕ хутчен уя тухса ĕçлекенсене апатлантараççĕ, ĕç укçине те вăхăтра тата кирлĕ пек пĕлсе тӳлесе пыраççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ юлашки çулсенче «Конезавод им. Чапаева» хуçалăх ĕçĕсем ырă енне улшăнса пыни куç кĕретех. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Кузьмин, хăйĕн сăмахĕнче районĕпе илес пулсан акса хăвармалли культурăсен лаптăкĕ пурĕ 13 пин га яхăн пулнине асăннă. Пĕлтĕр кĕрхи культурăсене 4,3 пин га çинче акса хăварнă. Çурхи культурăсене кăçал 9 пин га яхăн çинче акма палăртаççĕ. Ака уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне, мĕн-пур палăртса хунă лаптăкран 18,9 процентне акса хăварма ĕлкĕрнĕ те. Республика Пуçлăхĕ çурхи культурăсене акас ĕçе пур хуçалăхсенче те çивĕчлетмеллине каланă. Кун çутипе туллин усă курмаллипе палăртнă. Çĕр пур çĕрте те пĕр пек лайăх пиçсе çитнĕ, кăçал уйрăмах хăвăрт пулса çитнĕ, типнĕ. «Çанталăк лайăхланчĕ. Пур çĕрте те типĕ. Механизаторсемпе тĕл пулса калаçрăм. Вĕсем ирхине 5 сехетренех уя тухма хатĕр. Çавăнпа та ĕçе пĕлсе йĕркелесе пыма пĕлмелле. Халлĕхе çĕр кирлĕ чухлĕ нӳрĕк тытса тăрать. Çав вăхăтра унпа усă курса ĕçлесе пымалла, тухăç илесси пĕтĕмпех унран килет», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев. Етĕрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 200 ача вырнаçмаллăх ача сачĕн строительство ĕçĕпе паллашнă. Асăннă объекта пуçламĕш шкулпа юнашар Первомайский урамĕнче хута яма палăртса хунă. Строительство ĕçне 2013 çул вĕçĕнче тытăннă. Асăннă объект 2012-2020 çулсенче  вĕрентĕве аталантарас патшалăхăн программипе килĕшӳллĕн пурнăçа кĕрет. Смета тăрăх, объект хакĕ 83 млн. тенкĕ. Хальхи вăхăтра виçĕ хутлă çурта пĕтĕмпех çĕклесе лартнă, электромонтаж, шалти ĕçсене иккĕмĕш хутра пурнăçлассипе тимлеççĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Арка» подрядлă организаци ĕç графикĕнчен чылай маларах ĕçлесе пынине асăннă. Кăçалхи çул чӳк уйăхĕнче палăртнă объект хута кайма та пултарнине шантарса каланă. Хулара ачасене садике вырнаçтарас ыйту пĕтĕмппех пурнăçланать. Республика Пуçлăхĕ пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан 3№-лĕ пуçламĕш шкула çитсе курнă. Кунта ачасене уйрăм предметсемпе тарăн пĕлӳ парассипе тимлеççĕ. Юлашки çулсенче республикăра пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче  тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçланă, тирпейлесе çитермен учрежденисем сахал юлнă. Кунта юнашарах ача сачĕ пулни паха. Икĕ объекта пĕрлештерсе пĕр нумай функциллĕ центр хута ярсан питĕ вырăнлă пулмалла. Çакнашкал ĕçсем республика шайĕнче аван пурнăçланса пыраççĕ», - тесе палăртса хăварнă Пуçлăх.  Пуласлăхра вырăнти пуçлăхсене асăннă ыйтупа тĕплĕн ĕçлеме сĕннĕ. Тĕплĕнрех



29 апреля 2014
08:45
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter