Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пушар сӳнтерекен службин ĕçченĕсен кунĕ ячӗпе саламлани

Чăваш Республикин пушар сӳнтерекен службин хисеплĕ ĕçченĕсемпе ветеранĕсем!

 Сире професси уявĕпе  саламлатăп!

Кашни кунах эсир çума-çумăн тăрса пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтеретĕр, чрезвычайлă лару-тăру  инкекне сирсе, хăвăрăн пурнăç çинчен шухăшламасăр хăюлăхпа  паттăрлăх кăтартатăр.  Кăткăс условисенче сире пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăнусем васкавлăн тума тивет. Çавсенчен килет-çке çынсене çăласси.

Чăваш Енре пушар службин ăнăçлă ĕçне йĕркелес, ăна пушар сӳнтермелли кирлĕ хатĕрсемпе  тивĕçтерес тĕлĕшпе  çине тăраççĕ. Ятарлă техника туянма бюджетран укçа-тенкĕ сахал мар уйăрнипе, пушар сӳнтерекенсем професси енĕпе пысăк ăсталăх  кăтартнипе, профилактика ĕçне тивĕçлипе йĕркеленипе  иртнĕ çулта республикăри вăрмансенче пĕр пушар та пулман.

Пушар службин ветеранĕсене чун-чĕререн тав тăватăп. Вĕсем хăйсен паха  опытне тата пĕлĕвне çамрăк сотрудниксене параççĕ, çамрăк ăрăва Тăван çĕр-шыва юратма, тивĕçе чыслăн пурнăçлама вĕрентеççĕ.

Шансах тăратăп - пушар хуралĕн сотрудникĕсем малашне те хăйсен умĕнчи тĕллевсене чыслăн пурнăçлĕç, çынсене вут-кăварпа çыхăннă инкекрен хӳтĕлĕç, республикăри экономика объекчĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерĕç, çут çанталăк пуянлăхне упрĕç.

Сирĕн хăрушă та çăмăл мар ĕçĕрте çирĕп сывлăх, ăнăçусем, кăмăл çирĕплĕхĕ, телейпе ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                               Михаил ИГНАТЬЕВ

 

 



29 апреля 2014
13:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter