Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă ентешĕмсем!

Сире Чăваш Республикин Патшалăх символĕсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Чăваш Енĕн патшалăх гербĕ, ялавĕ тата гимнĕ – пирĕн халăх пуянлăхĕ, вĕсем  унăн наци пĕрлĕхне, иртнипе хальхин тата пулассин çирĕп çыхăнăвне кăтартаççĕ.

Талантлă çынсем Элли Юрьев, Герман Лебедев тата Илле Тукташ тунă патшалăх символĕсем чăваш халăхĕн нумай ĕмĕре тăсăлакан историне, унăн культурин пуянлăхĕпе хăйне евĕрлĕхне, Чăваш Республикинче туслă та килĕштерсе пурăнакан мĕн пур наци тата тĕн çыннин пĕрлĕхне сăнарлаççĕ.

XXI ĕмĕрте, глобализаци саманинче, пирĕн халăхăмăрăн кăмăл-сипетпе ăс-хакăл пуянлăхне упраса хăвармалла, Тăван çĕр-шывпа çыхăннă юрату туйăмне, историе хисеплессине çитĕнекен ăрăва памалла. Чăваш Республикин патшалăх символĕсем – пирĕн историн пĕр пайĕ. 

Сире çирĕп сывлăх, мĕн пур ырă пуçарура ăнăçу, тăнăçлăх, телей тата ырлăх сунатăп!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                                                       М.ИГНАТЬЕВ



29 апреля 2014
07:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter