Чăваш Респбликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Водоканал» акционерсен уçă пĕрлешĕвне тата «НПП Бреслер» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕве çитсе килнĕ

 Ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Респбликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарта «Водоканал» акционерсен уçă пĕрлешĕвне тата «НПП Бреслер» тулли мар яваплăхлă пĕрлешĕве çитсе килнĕ. Ĕçлĕ визита хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăннă. «Водоканал» акционерсен уçă пĕрлешĕве пухăннă хăнасем хлоркăламалли, диспетчерский, лаборатори уйрăмĕсемпе паллашнă, строительство вырăнне çитнĕ, «Заовражная» станцире шывсене тасатакан комплексра монтаж тунă ĕçсене пăхса тухнă.  Водоканалăн директорĕ Владимир Васильев каланă тăрăх,      кунне предприяти Шупашкара 160-170 пин. куб. шыв пĕр чарăнмасăр ăсатать. 2010-2011 çулсенче хлоркăламалли ятарлă уйрăмраа рекнострукци ĕçĕсем ирттернĕ. Асăннă ĕçе йĕркелеме 15,5 млн. тенкĕ тăкакланнă.  Модернизации туни, ĕçмелли шыва хатĕрлемелли производствăн ĕçне пĕтĕмпех автоматика çине куçарма пулăшнă. Лаборатори пӳлĕмĕнче туянакансем патне пыракан шыва тĕрĕслесе тăраççĕ. Кунта республика Пуçлăхĕ шывăн пахалăхне пысăк хак панă. 2013 çулта Раççей Федераци Регионсен аталанăвĕн министерстви хушшинчи килĕшĕве пурнăçласа Шупашкар хулипе «Тус» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ шыв хыççăн юлнă юлашки тĕпĕсене, тасамарлăха тирпейлесе кăларассипе ĕçлетермелли сооруженисен комплексне хута ярассипе тимлеççĕ.  Хальхи вăхăтра объектра фундаментсен монтаж ĕçĕсене пурнăçланă, резервуар-усреднитель валли котлован та хатĕрленĕ. Михаил Игнатьев çутçанталăка упрас, тăван тавралăха сыхлас тĕллевпе «Заовражная» шывсен станцийĕ çумĕнче çĕкленекен комплекс питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. Асăннă объекта хута ярсан, шывсене тасатса кăларнă хыççăн юлакан тĕпсене тирпейлес ыйту татса парăнĕ. «Федераци бюджетĕнчен асăннă проекта пурнăçа кĕртме 165 млн. тенкĕ  куçарнă. 2015 çулта ака уйăхĕнче проект пĕтĕмпех пурнăçланĕ. Тасатса кăларнă шывсене Атăла пăрахасси пăрахăçланĕ. Тирпейлесе типĕтнĕ шывăн юлашкине малашне ял хуçалăхĕнче, коммуналлă тытăмра та  усă курма пулĕ», - тесе палăртса хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шыв каналĕн юрăхсăра тухнă сечĕсене ылмаштармалли пирки аса илтернĕ, вĕсене реконструкци тумалли пирки те чарăнса тăнă. Çакнашкал ĕçсене вăхăтра пурнăçлани, шыв пăрăхĕсемпе авари пулассинчен пăрать. «Бреслер» наукăпа производство предприятийĕнче  Михаил Игнатьев монтаж тумалли ятарлă вырăнпа тата электричество хатĕрĕсем калăпланакан ĕçсене пăхса çаврăннă. «Бреслер» НПП генеральнăй директорĕ Николай Ефимов предприяти  энергетика тытăмĕнче наукăпа тĕпчев ĕçĕсене ытларах тĕпчессипе ĕçлесе пынине асăннă, проектсемпе тата релей хатĕрĕсене упрама май паракан  ĕçсене те пурнăçланине палăртнă. 2014 çулта пĕрремĕш кварталта таварсене  пурĕ 46 млн. тенкĕллĕх калăпласа кăларнине каланă. Республика Пуçлăхĕ пысăк технологиллĕ производство предприятийĕнче çамрăксем хăйсен пуçарулăхĕпе ăс-тăнне пурнăçа кĕртсе пынине палăртнă, республика экономикин аталанăвĕшĕн тĕп çул-йĕр пулнине асăнса хварнă. «Бреслер» НПП тулли мар яваплăхлă пĕрлешӳре ĕçлекен çамрăксене малашнехи ĕçсенче ăнăçусем суннă, карьерăна кулленех ӳстерсе пыма чĕнсе каланă. Тĕплĕнрех



03 апреля 2014
15:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter