Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве халалласа иртерекен уявсен йĕркелӳ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ

 Ака уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче 1941-1945 çулсенче Çĕнтерӳ тунăранпа хатĕрленсе уяв мероприятийĕсен йĕркелӳ комитечĕн ларăвне хутшăннă. Çар парадне хатĕрленнин ĕçĕсем пирки Чăваш Республикин çар комиссариачĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыраканĕ Александр Исаев тĕплĕн паллаштарнă. Парада 1100 çынна явăçтарма палăртса хунă. (вĕсен шутĕнче 100 çын çар техникисемпе пулĕ тата 10-шĕ парашютистсем), 47 автомашина тата ятарлă техникăсем, 10  артиллерий вооруженийăсем пулĕç. Чăваш Республикин культура министрĕ  Вадим Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тата 9-мĕшĕ кунĕсенче республикăри хуласемпе районсенче 2 пине яхăн тĕрлĕ мероприятисем ирттересси пирки асăннă. Вĕсенче 200 пине яхăн çын хутшăнма кăмăл тунă. Унсăр пуçне культура учрежденисенче çарпа патриотла воспитани парассипе ятарлă уйăхлăх пуçланнине палăртнă. Уйăхлăх шучĕпе районсемпе хуласенче тĕрлĕ фестивальсем, кĕнекесенчен хатĕрленĕ куравсем, ятарлă акцисем ирттерме хатĕрленеççĕ.  Çĕнтерӳ кунĕнче  асăну палăкĕсем умĕнче митингсем иртĕç, чĕрĕ чечек çыххисем хурĕç. Респаубликăри икĕ пысăк хулара ирттерекен мероприятисен планĕпе Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Салаева тата Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Александр Сироткин тĕплĕн паллаштарнă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ ытларах ветерансем çинчен чарăнса тăнă, çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре пысăк витĕм кӳнĕ пирки палăртса хăварнă. Çавна май та, вĕрентӳ учрежденийĕсенче  шкул ачисемпе ветерансем хушшинче калаçу урокĕсем ирттерме сĕннĕ. Вăрçăн тумхахлă çулĕсем çинчен çамрăк ачасен пĕлсе çитĕнмелле. «Çитĕнекен ăрăвăн Тăван çĕр-шывăн Асл вăрçинчи хăрушă саманчĕсен хыпарĕсене пĕтĕмпех чăннипех каламалла», - тесе чĕнсе каланă пухăннисем умĕнче республика Пуçлăхĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойлова вăрçă ветеранĕсене еплерех чыслани пирки каланă. Паян, республикăра пурĕ 2 пине яхăн вăрçă инваличĕсем, 25 пине яхăн тыл ĕçченĕсем, 6 пине яхăн вăрçăра пуçне хунă салтаксен арăмĕсем, 91 çын тăшмансен аллинче пулнисем.  Вĕсене пурне те валли ятарлă парнесемпе тав çырăвĕсене хатĕрленĕ. Районсемпе хуласенче те вĕсене сипленме тӳлевсĕр медициа пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ, социаллă пулăшу паракансем пăхсах тăраççĕ. Министр палăртнă тăрăх, кăçал республикăна 100 млн. тенкĕ ветерансене хваттерсемпе тивĕçтерме укçа-тенкĕ куçнине асăннă. Вăл пулăшупа 95 ветерана хваттер ыйтăвне татса пама май килĕ. Ветерансен пĕрлешĕвĕн Чăваш Енри обществăлла организацийĕн председателĕ Анатолий Пуки Çĕнтерӳ çитнĕренпе 70 çул çитнине халалласа ятарлă кĕнеке кăларма сĕннĕ. Тыл ĕçченĕсем çинчен фильм хатĕрлесен те аван пулнă пулĕччĕ тенĕ. Республика Пуçлăхĕ асăннă сĕнĕве ырланă. Пуçлăх тыл ĕçченĕсем те йывăр вăхăтра самаях нуша курнине палăртнă. Тăшмансенчен хăтарас тесе пурте хăйсене шеллемесĕр вăй хунă, çĕнтерӳ патне ăнтăлма тăрăшнă. Тĕплĕнрех



30 апреля 2014
08:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter