Республикăри чи лайăх педагог тата воспитатель конкурс çĕнтерӳçисене палăртнă

 Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Енри çулталăк Учителĕ,  Чăваш Енри çулталăк Воспитателĕ тата ытти конкурссен çĕнтерӳçисене чыслама хутшăннă.   Республика Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, çакнашкал конкурссене йĕркелесе ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине асăннă. Ăмăртусенче  яланах пултаруллă чи-чи лайăх педагогсене  тупса палăртаççĕ. «Сирĕн ĕçĕрсем кирлĕ пек кăтартусем параççĕ. Пуян опыта пула, ачасен пĕлӳ шайĕ аталанса вăй илсе пырать. Вĕсем хăйсене  малашне кирлĕ пек ĕçре кăтартма та пултараççĕ. Çакă чи пахи», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.  Чăваш Енри 2014 çулти чи лайăх Социаллă педагог конкурсăн çĕнтерӳçĕ ятне, Улатăр хулинчи 9-мĕш шкулта вăй хуракан Наталия Нажалкина тивĕçнĕ. Чи ăста Педагог-психолог ята Шупашкарти психологипе педагогика реабилитаци тата коррекци центрĕнче тимлекен  Сергей Педюсев илнĕ. Чи лайăх класс ертӳçин ятне Каçал районĕнче Тукай шкулĕнче   акăлчан чĕлхине вĕрентекен   Гузель Хайртдинова çĕнсе илнĕ. Конкурс çĕнтерӳçисене Чăваш Республикин Указĕпе килĕшӳллĕн 50 пин тенкĕ укçан парса хавхалатараççĕ.  Чăваш Енри чи лайăх Воспитатель ята, Çĕмĕрле хулинче «Çăлкуç» ача пахчинче тимлекен Татьяна Тетеревова илнĕ, вăл  вара 100 пин текĕне тивĕçнĕ. Чăваш Енри чи лайăх Учитель ята тата 150 пин укçана илме Çĕнĕ Шупашкарта  ют чĕлхесене тарăн пĕлӳ парассипе 5-мĕш шкулта ĕçлекен Екатерина Владимирова хисеплĕ пулнă.  Вăл хăйĕн сăмахĕнче конкурса хутшăнни,  унăн пурнăçĕнче чи паха пулăм пулнине асăннă.     Чăваш Енре вĕрентӳ тытăмĕнче пурĕ 9531 учитель вăй хурать, вĕсенчен 6548-шĕ класс ертӳçи пулса тимлеççĕ, 142 педагог-психолог, 247 социаллă ыйтусемпе ĕçлекен педагогсем, 6329 педагог шкул çулне çитмен ачасене пĕлӳ парассипе ĕçлет. Тĕплĕнрех



30 апреля 2014
17:25
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter