Михаил Игнатьев Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрне çирĕплетнĕ

Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Анатолий Кузьминпа тĕл пулнă. Ăна Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ пулма çирĕплетнĕ. «Политика, администраци ĕçĕсен енĕпе çителĕклĕ таранах пуян опыт сирĕн.  Эсир ĕçе кĕртнĕ саккунсемпе пĕлсе эффективлă усă курасса шансах тăратăп.  Хальхи вăхăтра çĕрпе тата пурлăхпа республика, муниципалитетсем шайĕнче те татса паман ыйтусем пур-ха. Коррупцие хирĕç кĕрешессинче тĕп ыйту пулса тăрать», - тесе каланă республика Пуçлăхĕ. Çĕнĕ министра Чăваш Ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме, çитĕнӳсем тума сĕннĕ. Анатолий Кузьмин Чăваш Ен Пуçлăхне хăйне çакăн пек шаннишĕн тав тунă. Паянхи кунччен  Анатолий Иванович Кузьмин Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Ертӳлĕхĕн  Секретариачĕн ертӳçи пулнă тата унччен маларах вăл нумай çул хушши Вăрнар район администрацийĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ. Тĕплĕнрех

 

 



30 апреля 2014
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter