Социаллă ĕç хутшăнăвĕсен тытăмĕнче виçĕ енлĕ килĕшĕве алă пуснă

 Ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕç паракан регионти пĕрлешĕвĕн председателĕ Игорь Кустарин тата «Чувашрессовпроф» профсоюзсен республикăри пĕрлешĕвĕн организацин председателĕ Анатолий Коршунов Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕпе пĕрле ĕç паракан регионти пĕрлешĕвĕн, «Чувашрессовпроф» профсоюзсен республикăри пĕрлешĕвĕн организаци хушшинче 2014-2016 çулсенче  социаллă ыйтусемпе çыхăнса ĕçлемеллин республика килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ. Килĕшĕвĕн енĕсем кирлĕ пек ĕç укçисемпе тивĕçтерессине, çынсен пурнăçне,  ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсемпе тĕллевлĕн ĕçлесе пыма палăртнă. Асăннă ĕç хучĕ ушкăнла договорсене йышăнма ирĕк парать. Чăваш Ен Пуçлăхĕ республика Правительстви хăй çине илнĕ пур обязательствăна та кирлĕ пек вăхăтра пурнăçланине палăртнă. Калăпăр, виçĕ çултан иртнĕ пепкесене ача сачĕсене вырнаçтарас ыйтăва пĕтĕмпех пурнăçланă.  Юлашки вăхăтра нумай шкулсенче тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттернĕ. Ачасене апатлантармалли уйрăмсене модернизаци тунă. Чăваш Енре ЖКХ тарифĕсем кăçалхи çул пысăк пулманни савăнтарать. Сахал тупăшлă çемьесене тата ветерансене пĕтĕмĕшлех мĕн-пур социаллă тӳлевсемпе тивĕçтернĕ. Атăлçи федераллă округра, Чăваш Ен халăхĕн тупăш пайĕпе пăхас пулсассăн кăтарту 12-мĕш вырăнтан 10 мĕш вырăна çитнĕ. Асăннă кăтартăвăн ӳсĕмĕ паха. «Илес пулсассăн, пурсăмăр та пĕрле ĕçленипе кăмăллă. Влаç, ĕç паракансем, профсоюзсем çынсем каланине итлеме анчах мар, пĕрне пĕри илтме те, республикăн социаллă экономика аталанăвĕшĕн, кунта пурăнакансемшĕн  ĕçлеме хăнăхса çитнĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Сăмаха малалла тăснă май, суту-илӳре конкуренци кирлĕ пек шайра пулманнине асăннă.  Тĕслĕх вырăнĕнче «Магнит»  Çĕнĕ Лапсарти  лавкка  пирки тĕслĕх илсе кăтартнă. Кунта социаллă пĕлтерĕшлĕ апат-çимĕçсен хакĕ ыттисенчен самай пысăкрах пулнине каланă. «Пĕр хуларах пурăнатпăр, çакнашкал кăлтăксем пулмалла мар», - тесе асăрхаттарса хăварнă Михаил Игнатьев. Анатолий Коршунов тата  Игорь Кустарин юлашки çулсенче курăмлăнах ĕç тăвакан влаç органĕсен çумĕнче канашлу органĕсене йĕркелесе янине палăртнă. Çакнашкал йышăну туни,  обществăлла организацисене хăйсен ыйтăвĕсемпе нормативлă актсем йĕркелеме ирĕк парать. Пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлени, эффективлă йышăнусем тума пулăшать. Çынсен пурнăç шайне ӳстерме, обществăн социаллă тăнăçлăхне тытса пыма пулăшать.  Тĕплĕнрех

 



30 апреля 2014
15:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter