«Химпром» АУП пулса иртнĕ кăлтăка республика ертӳлĕхĕ çирĕп тĕрĕслесе тăрать

 Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче, 9 сехет те 15 минутра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин гражданла хӳтĕлев ĕçĕсемпе вышкайсăр лару-тăрăвăн патшалăх комитечĕн председателĕпе Вениамин Петровпа тата Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ Алла Самойловăпа тĕл пулнă. Ертӳçĕсем  Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» АУП пулса иртнĕ кăлтăк çинчен каласа кăтартнă. Асăннă предприятинче 53№-лĕ цехра, ирхине 3 сехет те 30 минутра пăрăхран 3 литр хлор юхса тухнă пулнă. ГКЧС председателĕ Вениамин Петров, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе  «Химпром» ОАО оперативлă ушкăн янине асăннă, завод ертӳçипе канашлу ирттернине асăннă.  Ĕçе Чăваш Енри Роспотребнадзор ĕçченĕсем те хутшăннă. Сывлăша сиен кӳнине тĕрĕслеççĕ. «Автоматика тытăмĕ вăхăтра ĕçлесе кайнă, тĕтĕме те кирлĕ пек вăхăтра сирсе янă. Унсăр пуçне  Федерацийĕн пушар хуралĕн службин 13 -мĕш ятарлă пайĕ хлор юхса тухнă вырăна та пĕтĕмпех тирпейлесе çитернĕ. Паян хулара тата предприятинче ĕçлекенсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан япала çук», - тесе пĕлтернĕ Вениамин Петров. Палăртнă инкекре 4 çын сиенленнĕ. Чăваш Ен сывлăх министрĕ Алла Самойлова палăртнă тăрăх, инкеке лекнисене пурне те вăхăтра медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине каланă. Сывлăхĕ çынсен начар мар. Чăваш Ен Пуçлăхĕ лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе тăмаллине палăртнă. «Чи кирли вăл, паян çывăхра вырнаçнă территорисенче хăрушлăх çук. Инкеке тĕпчемелле, çакнашкал кăлтăксем малалла ан пулччĕр тесе асăрхануллă ĕçлемелле», - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.   Тĕплĕнрех



30 апреля 2014
14:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter