Патăрьел районĕ: ашшĕ-амăш пухăвĕнче инспектор пулчĕ
Ака уйăхĕн 4-мĕшĕнче Патăрьел районĕнчи Сăкăт шкулĕнче ашшĕ-амăшĕсен черетлĕ пухăвĕ пулса иртрĕ.
Кун йĕркинче тĕрлĕ ыйтусем пулчĕç: III чĕрĕкĕн кăтартăвĕсем, экзаменсене хатĕрленесси, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесси. Кунсăр пуçне тата аттесемпе аннесем районтан килнĕ чрезвычайлă лару-тăру инспекторĕпе .В.А. Давыдовпа тĕл пулчĕç.
Владимир Анатольевич залра ларакансене пушар хуралĕн ĕçĕ-хĕлĕпе, статистика кăтартăвĕсемпе кĕскен паллаштарчĕ, аслисен тимсĕрлĕхне пула Патăрьел районĕнче пулса иртнĕ пушар инкекĕсем çинчен каласа пачĕ.
Чи малтан атте-аннен вут-кăварпа тимлĕрех пулмалла, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнмалла. Инкек-синкек ан пултăр тесен, аслисен ачасене те асăрхаттарсах тăмалла. Хамăр сывлăха, хамăр пурнăçа хамăрăн упрамалла, çакна тума ачасене пĕчĕкрен вĕрентмелле.