Чăваш Енри хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Шупашкар хулин ĕçĕпе паллашнă

Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Енре район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ май, пухăннисем канашлу хыççăн Шупашкарти Нумай функциллĕ центр ĕçĕпе паллашнă. Асăннă центрта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе çынсене еплерех тивĕçтернин ĕçĕпе кăсăкланнă. Çак кунах хăнасем Шупашкар хулипе Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Управление те çитсе курнă. НФЦ директорĕ Алексей Черкасов хула çыннисемпе тачă çыхăнса ĕçленин кăтартăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Паян НФЦра «пĕр чӳрече» мелĕпе патшалăх тата муниципалитетăн 160 пулăшăвĕсемпе усă курма ирĕк пур. Ыйтупа пыракансем пĕтĕмпе те пĕр хутчен çеç НФЦ çитсе килме пултарать, ытти ĕçсене кунта тимлекенсем хуçисемсĕрех ĕç хучĕсене йĕркене кĕртсе тулли хурав пама пултараççĕ. НФЦ уçăлнăранпа патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсне илме пурĕ 570 çын пынă. Планпа пăхса хăварнинчен асăннă кăтарту чăннипех те пысăк. Алексей Черкасов хăйĕн сăмахĕнче филиалсем уçасси пирки ыйтăва та хускатнă. Шупашкар хулипе  РФ ШĔМ Управленийĕнче муниципалитетсен ертӳçисем Управленийĕн нарядсем памалли центр ĕç-хĕлĕпе паллашнă. Управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Павлов «Хăрушлăхсăр хула» муниципалит шайĕнчи тĕллевлĕ программа куç кĕретех лайăх пурнăçа кĕрсе пыни çинчен каласа кăтартнă. Асăннă Центрта ĕçченсене валли ятарлă вырăнсене пĕтĕмпех ятарлă компьютерсемпе тивĕçтернĕ. Тĕрлĕ çĕртре пĕтĕмпех автомашинăсене сăнаса тăракан видеосăнавсем урлă хыпарсене пăхса тăма ирĕк пуррине те каланă. Йĕрке пăсакан водительсене çийĕнчех тупса палăртма та меллĕ. Сергей Павлов «Хăрушлăхсăр çурт таврашĕ» программа пурнăçа кĕме пуçланни çинчен те чарăнса тăнă. Нумай хваттерлĕ çуртсен лаптăкĕсене сăнаса тăма видеосăнавсем вырнаçтарни çинчен палăртнă. Пухăннă мĕн-пур хула, район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Шупашкар хулин тĕслĕхĕпе ытти муниципалитетсенче те усă курмаллине пĕр сасăллă пулса палăртса хăварнă. Тĕплĕнрех



07 апреля 2014
09:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter