Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

 Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район, хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ыйтусене пăхса тухиччен, чи малтанах Чăваш Ен Правительствинче пулса иртнĕ çĕнĕлĕхсем çинчен чарăнса тăнă. Калăпăр, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ пулма Марков Олег Ивановича çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин транспорт министрĕ пулма Филиппов Владимир Ивановича шаннă. Малтанласа Владимир Иванович Шупашкарти Ленин районĕнче администрацийĕн пуçлăхĕ пулса тимленĕ. Михаил Игнатьев ертӳçĕсене малашнехи ĕçсенче ăнăçусем суннă, пĕр-пĕринпе килĕшсе Чăваш Ен халăхăшĕн ĕçлеме сĕннĕ. Чăваш Республикин финанс министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ Светлана Енилина 2013 çулта вырăнти бюджетсем еплерех пурнăçланни çинчен тата 2014 çул тĕллевсем пирки каласа кăтартнă. Çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе иртерессин йĕркисем çинчен Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри районсемпе хула администрацийĕсен пуçлăхĕсене нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерес программăна активлăрах хутшăнма чĕнсе хăварнă.  «Чи малтанласах ирттермелли ĕç муниципалитет шайĕнче пулмалла, программăна кĕртсе хăварман нумай хваттерлĕ çуртсем тăрса юлмалла мар. Халăхсене çийĕнчех çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăмалла. Тĕрлĕ сăлтавсемпе кăлтăксем кăларса тăратмалла мар», - тесе палăртса хăварнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин вĕренӳ министрĕ Владимир Иванов шкул çулне çитмен ачасене пахалăхлă пăхса тăрассин ыйтвĕсем çинчен чарăнса тăнă. СанПиН виçипе ашшĕ-амăшĕсем ачисемшĕн тӳлекен укçа хакĕ 2014 çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа пуш уйăхĕччен республикăри нумай районсемпе хуласенче ӳсĕ, вăтамран республикипе илес пулсан 11,7 процент чухлĕ. Асăннă укçан 80 процентне апат-çимĕç туянас çĕре яма палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ СанПиН сĕнĕвĕсене пĕтĕмпех тĕпе хурса туллин пурнăçлама кирлине чĕнсе каланă. Михаил Игнатьев ачасемшĕн садиксенче пуçтарăнакан укçасен виçи мĕнлерех пулни çинчен ашшĕ-амăшĕсене вăхăтрах пĕлтерсе тăмаллине палăртнă. Асăннă ыйтупа тĕрлĕ политика шайĕнчи çынсене усал хыпар сарма памалла мар. Пухăннисем çуркуннехи ял хуçалăх ĕçĕсене тирпейлесе ирттермелли ыйтусене те сӳтсе явнă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов 2014 çулта 570 пин га акса хăварма палăртнине асăннă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 20 процент чухлĕ ытларах пулĕ. «Кăçалхи çул эпир пурĕ 600 пин тонна тырă, çĕрулмине 930 пин тонна пухса кĕртме палăртса хутăмăр», - тесе каланă Сергей Павлов. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăш-пĕр районсем çуракаи ĕçĕсене тăсса янисене критиклесе илнĕ. «Атăл тăрăхĕнче çу пуçламăшĕнче шыв сахал пулма пултарать. Камсем енчен те çураки ĕçĕсене маларах тытăнаççĕ, вĕсем ыттисенчен паллах, маларах тухăçа пухса кĕртеççĕ», - тесе палăртса каланă республика Пуçлăхĕ.  Паянхи кун халăхсене канăçсĕрлетекен ыйтусене пĕрне те муниципалитет ертӳçисен куçран вĕçерме юрамасть. Пĕр ыйту та татса памасăр тăрса юлмалла мар. «Çынсен яланах сирĕн ĕçĕрсене курса тăмалла, сирĕн эффективлăха лайăх туймалла», - тесе асăнса хăварнă республика Пуçлăхĕ. Тĕплĕнрех



07 апреля 2014
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter