Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ волейбол ăмăртăвĕсене хутшăннă
Ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Спартак» Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче влаç органĕсенче ĕçлекенсем хушшинче иртнĕ волейбол ăмăртăвĕсене хутшăннă. Çакнашкал ăмăртусене республикăра пуçласа ирттернĕ, ăна Сывлăх кунне халалланă. Турнира уçнă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăха сывă пурнăç йĕркине тытса пыма чĕнни питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Эсир пурсăр та пĕлетĕр, пирĕн республика спортпа туслă. Кунта пурăнакан кашни виççĕмĕш çын спорта çӳрет. Эпир хамăр ума малашне мĕн-пур халăхсенчен 40 проценчĕ спорта çӳретĕр тесе тĕллев лартатпăр. Яланах формăна тытса пырас тесессĕн кашни студент, шкул ачи спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах хутшăнса пымалла», - тесе каланă Михаил Игнатьев. Асăннă турнирта 4 ушкăн вăй виçнĕ: республика Правительстви, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ, Шупашкар хулин администрацийĕ тата Чăваш Енри хула, район администрацийĕсен пĕрлештернĕ команди пулнă. Ăмăртусем питĕ çивĕч тупăшура пынă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ушкăнĕ чи ăнăçлă вылякан команда пулнă, вĕсем пурне те хыçа хăварса мала тухнă, куçса çӳркен Кубока тивĕçнĕ. «Чи лайăх Блок тытакан» вăйăçă ята Сергей Павлов (Ял хуçалăх министерстви) тивĕçнĕ, «Чи лайăх талпăнакан» ята Сергей Викторов (Чăваш Енри Ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби), «Чи лайăх выляса илекен» ята Игорь Кушев (Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ), «Чи лайăх сыхлакан» – Вадим Мальцев (Шупашкар хулин Калинин администрацийĕ), «Чи лайăх пур енлĕн те вылякан вăйăçă» ята Александр Сироткин (Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕ) тивĕçнĕ.
Аса илтерсе хăваратпăр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014 çулта пуш уйăхĕн 20-мĕшĕнче «Сывлăх кунĕ» çинчен Указа алă пусса çирĕплетнĕ пулнă. Асăннă ĕç хутне Чăваш Енри мĕн-пур çынна сывă пурнăç йĕркине явăçтарас тĕллевпе йышăннă пулнă. Указа пурнăçа кĕртсе, кашни уйăхра республикăра Спорт кунне йĕркелесе ирттерме, спорт объекчĕсенче тӳлевсĕрех хутшăнма ирĕк пулĕ. Тĕплĕнрех
.