Шупашкарта Пăр керменне хăпартса лартма палăртса хунă ĕç калăпăшĕнчен 55 процент чухлĕ ĕçе пурнăçланă та

Ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федерацин территори органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх ĕçлĕ планерка ирттернĕ. Чăваш Енри Тĕп суйлав комиссийĕн  Председателĕ Александр Цветков, 2014 çулта ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикинче вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче хушма суйлав йĕркелесе ирттерессин ыйтăвĕсем çинчен чарăнса тăнă. Михаил Игнатьев суйлав кăлтксемсĕр пулмалли пирки асăнса хăварнă. «Паллах, тĕрлĕ политика партисем хушшинче ăнланманлăхсем сиксе тухма пултарĕç, çапах та граждансене хăйсен ирĕкĕпе шухăшне палăртма май пултăр. Пĕтĕмпех саккуна пăхăнса йĕркене тытса тăма тăрăшмалла», - тесе çирĕппĕн пĕлтернĕ Михаил Игнатьев. Шупашкарта çĕкленекен Пăр керменĕн шăпи çинчен Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников тĕплĕн паллаштарнă. Паянхи куна илес пулсан, объектра мĕн палăртса хунинчен, 55 процента çити ĕçе пурнăçланă та. 2011-2014 çулсенче объект ĕçне 596,7 млн. тенкĕллĕх тăкакланнă. Кăçалхи çул федераци бюджетĕнчен физкультурăпа спорта аталантарас тĕллевлĕ програмăпа килĕшӳллĕн 120 млн. тенкĕ куçарма палăртаççĕ, 2015 çулта – 150 млн. тенкĕ палăртса хунă. Объектри ĕçе малалла тăсма генеральнăй подрядчикпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ кредит ресурсĕсем явăçтарасси пирки ĕçе йĕркеленĕ. «Раççей Перекет банкĕ» акционерсен уçă пĕрлешĕвĕ 700 млн. тенкĕллĕх кредит памалли çула уçнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Шупашкарта пурăнакансемшĕн Пăр керменĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă. «Эпир кредитсем илсе, объект ĕçне хăвăртрах пĕтерессишĕн тăрăшатпăр. Аслисем те ачасем те чăтăмсăррăн Пăр керменĕ хута каяссине кĕтеççĕ. Калăпăр, Çĕнĕ Шупашкарта Пăр керменне лекес тесе, ирхине 6 сехетрен черете кайса тăраççĕ», - тесе палăртнă республика Пуçлăхĕ. Çавна май та, республика Пуçлăхĕ строительство ĕçченĕсене пур палăртнă условисене те вăхăтра кирлĕ пек пурнăçласа пымалли пирки асăрхаттарса хăварнă. Сăмаха май, кăçалхи çул федераци бюджетĕнчен спорт объекчĕсене валли пурĕ 334 млн. тенкĕ куçарасси пирки каланă. Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çӳрекен машинăсемпе ытти йышши техникăн тăрăмне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ Владимир Димитриев республикăра АПК тытăмĕнчи машинăсен техтĕрĕслевĕ пирки тĕплĕн чарăннă. 2014 çул ака уйăхĕн 3-мĕшĕ тĕлне пурĕ мĕн пур шута илнĕ техникăран 1299 тĕрĕслев витĕр тухнине каланă, вăл пурĕ палăртнинчен 5,7 процентпа танлашать. Асăннă ыйтупа чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан районсем:  Патăрьел, Каçал ен, чи айваннисем вара Сĕнтĕрвăрри тата Тăвай районĕсем. 



07 апреля 2014
14:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter