Тăвай районĕ: Çураки, тирпей-илем
Райадминистрацири ĕнерхи планеркăра пăхса тухнă тĕп ыйтусен шутĕнче _ çуракине хатĕрленесси, выльăх-чĕрлĕхе ăнăçлă хĕл каçарасси, тавралăха тирпей-илем кỹресси пулчĕç.
Райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ-АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ В.Чайкин пĕлтернĕ тăрăх, районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен фермер хуçалăхĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене хатĕрленсе çитсе пыраççĕ. Выльăх-чĕрлĕх ăнăçлах хĕл каçать. Апатран, витаминсемпе минераллă хутăшсенчен йывăрлăх çук. Хальхи вăхăтра кашни ĕнерен куллен 14 кг сĕт сăваççĕ, çав вăхăтрах унăн хакĕ чакни пăшăрхантарать (15 тенкĕ).
Вĕрентỹ пайĕн пуçлăхĕ О.Ломоносов Аслă Çĕнтерỹ 69 çул тултарнине хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе район администрацийĕ кăларнă постановленипе, оргкомисси йышĕпе паллаштарнă, ĕç планĕ çирĕплетни çинчен пĕлтернĕ.
Райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăхĕсен пайĕн начальникĕ А.Алексеев нумай хваттерлĕ çуртсенче газпа харпăр хăй хутса ăшăтасси çине куçарас ĕçсем мĕнле пыни çинчен каласа кăтартнă. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 48-мĕш тата 46-мĕш çуртсене тĕтĕм тухмалли каналсемпе тивĕçтернĕ. 42-мĕшпе 44-мĕш çуртсем патне газ пăрăхĕсем туртса çитернĕ.
Тĕмерпе Чутей ял тăрăхĕсен территорийĕсенче ФАП çурчĕсене тума хатĕрленес ĕçсем пыраççĕ.
Налог службин 4-мĕш номерлĕ инспекцийĕн специалисчĕ В.Алексеева налогсемпе тỹлевсем пухас ĕç мĕнле пыни çинче чарăнса тăнă. Уйрăм çынсен пурлăхĕ çине хуракан налогсем пухассипе пулса тăнă парăм 779 пин тенкĕпе танлашать, унăн пысăкрах пайĕ -транспорт налогĕ (526 пин тенкĕ).
Полицин районти уйрăмĕн начальникĕ В.Обаськин, надзор ĕçĕсен уйрăмĕн начальникĕ В.Михайлов тата районăн тĕп врачĕ Н.Бурдасова кĕскен хăйсем ертсе пыракан коллективсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă.
Иртнĕ эрнере "Аль" ФСКра 890 çынна йышăннă, çав шутра 382 çын бассейнра ишнĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке должноçри çынсене тĕрлĕ ĕçсенче тивĕçлĕ хушусем панă.
Çак эрнери мероприятисем:
9 - Аслă Çĕнтерỹ 69 çул тултарнине хатĕрленсе кĕтсе илессипе ĕçлекен районти оргкомисси ларăвĕ, 10 сехетре райадминистраци залĕнче.
10 - Тăвайри культурăпа кану центрĕнче халăх тетарĕн "Çитăр качаки" спектакль премьери.
11 - Ачасемпе çамрăксен пултарулăхĕн республикăри фестивалĕн зонăри тапхăрĕ, Тăвайри ККЦ-ра 14 сехетре пуçланать.