Элĕк районĕ: ЗАГС пайĕ 2014 çулхи март уйăхĕнчи пĕтĕмлетÿсене тунă
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 2014 çулхи март уйăхĕнчи пĕтĕмлетÿсене турĕ.
Иртнĕ уйăхра çут тĕнчене 13 ача килнĕ: 5 арçын ачапа 8 хĕр ача. Тăватă çемьере пĕрремĕш пепкесем çуралнă, виçĕ çемьере - иккĕмĕш ачасем, пилĕк çемьере - виççĕмĕшсем, пĕринче тăваттăмĕш ача кун çути курнă.
Март уйăхĕнче вилни çинчен 37 акт çырнă, пĕлтĕрхинчен 11 çын нумайрах: 18 арçынпа 19 хĕрарăм. Арçынсен пурăнаслăхĕ вăтамран 55 çулпа, хĕрарăмсен 79 çулпа танлашать.
Виçĕ çемье пĕр тĕвве чăмăртаннă (пĕлтĕр - 10). Пĕр мăшăр уйрăлнă.