Чăваш Ен Пуçлăхă Михаил Игнатьев: «Çĕнĕлле технологисемпе усă курса, хăйсен пуçарулăхне пурнăçа кĕртме студентсен ирĕк пулмалла»

 Ака уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ» ФГБОУ ВПО машинăсем хатĕрлекен факультет çумĕнчи, Чăваш Республикин çамрăксен инновациллĕ пултарулăх центрне уçнă ятпа ирттернĕ пулăма хутшăннă. Асăннă мероприятие Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ  Леонид Черкесов, «Наука тата инноваци» çамрăксемпе ĕçлекен федераллă агенствăн кураторĕ Виктор Родионов хутшăннă. Республика Пуçлăхĕ хăйĕн ум сăмахĕнче çамрăксен наукăпа техника енчен пултарулăх экономикăна конкуренци енчен ӳстерме пысăк витĕм кӳнине асăннă. Патшалăх пулăшăвне кура, хута кайнă центр шкул ачисемпе студентсене хăйсен шухăшлавне, пуçарулăхне анлăлатма ирĕк панине каланă. Центра çĕклесе лартма федераци субсидийĕсемпе те усă курнине палăртнă. Паллах, укçа-тенкĕ пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас тесе патшалăх тăкакланнă. Объекта республика хыснинчен те, тĕрлĕ бюджета кĕмен çăлкуçсенчен те  укçа куçарнă. «Эпир чăнласах та студентсем хăйсен пуçарулăхĕсене пурнăçа кĕртсе пыччĕр тесе тăрăшатпăр. Паллах, ĕç-пуçа хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан технологисене пăхăнса пурнăçласа пыма тăрăшмала. Çĕнĕлле ĕçлесе пыни анчах, машинăсем калăплатас ĕçре пысăк ӳсĕм тума пулăшать», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. И.Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ  Андрей Александров центр паян ытларах инженерсене явăçтарма, вĕсен культурине ӳстерме  ирĕк парасси пирки нимĕн иккеленмесĕрех палăртнă. Машинăсем хатĕрлеме вĕрентекен факультетра 4-мĕш курсра вĕренекен Алина Чистякова, çамрăксене яланах пулăшса, всемпе эффективлă ĕçлесе пынишĕн пĕтĕм студентсен ячĕпе, республикăна ертсе пыракансене чĕререн тав тунă. Хăнасем центр ĕçĕпе паллашнă, тĕрлĕ хатĕрсене пăхса çаврăннă. Центр ертӳçи Владимир Григорьев кунта икĕ направленипе: ĕç техникипе электротехника енĕпе ытларах ĕçлесе пырасси пирки асăннă. Лаборатори уйрăмĕнче çамрăксем техника енчен  хăйсен пуçарулăхне малалла аталантарса пыма пултарĕç. Чи çамрăк шкул ачисем валли ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле вĕренсе пымалли курс хута янă. Вĕрентӳ программинче ытларах конструкторсемпе ĕçесси çине тимлĕх уйăрнă. Мероприяти вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧПУ ректорĕпе Андрей Александровпа ĕçлĕ тĕл пулу ирттернĕ, аслă шкулăн малашнехи аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки сӳтсе явнă. Тĕплĕнрех



08 апреля 2014
15:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter