Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвне ирттернĕ. Правительство членĕсем Чăваш Республикин Саккунне кĕртмелли çĕнĕлĕхсене пăхса тухнă. Ĕç хучĕсем çĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă. Чăваш Республикинчи çĕр участокĕсем тĕлĕшпе уçă сервитутсем çирĕплетесси çинчен Чăваш Республикин пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ  Ирина Устенко  çĕнĕлĕхсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă. Пысăк йышлă сервитут вăл ют çĕр лаптăкĕсемпе усă курассинчен палăртнă ятарлă ирĕк, ăна патшалăх влаç органĕсенче çавăн чухне палăртаççĕ, хăçан та хăçан Чăваш Республикин интересĕсене тивĕçтерес пулсан, анчах та çĕр лаптăкне туртса илмелле маррине асăнса хăварнă  пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыраканĕ.  Пысăк йышлă сервитут ĕçне питĕ çивĕч регламент йышăннă.Тĕслĕхрен, паллах палăртнă çĕр лаптăкĕ урлă иртсе е чавса кайни. Çĕр лаптăкĕпе коммуналлă ĕçсене йĕркеленĕ чух, транспортсен инфратытăмне пăхса хăварнă чухне, межевани тăвас ĕçре тата та ытти социаллă пĕлтерĕшлĕ ĕçсене йĕркелесе ирттернĕ чухне пулĕ. Чăваш Республикин çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăхпа пурнăçласа пыраканĕ Евгений Юшин Чăваш Енре çутçанталăкăн ятарлă вырăнĕсене упрассипе çыхăннă Чăваш Республикин Саккуне çĕнĕлĕх кĕртме ĕç хутне пăхса тухма тăратнă.  Регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çутçанталăкăн уйрăм лаптăкĕсене сыхлассин категори виçи пĕчĕкленсе шайлашăнать. Сиплев тата курортпа çыхăннă уйрăм вырăнсем, хаклă агроландшафтсен категорийĕсене  кăларнă. Регионсем пĕлтерĕшлĕ çутçанталăкăн уйрăм территорийĕсене сыхлассине, малашне вĕсемпе еплерех ĕçлессин йĕркине тепĕр хут пăхса тухса тишкерĕç. Евгений Юшин хăйĕн сăмахĕнче республика территорийĕнче федераци, регион тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ çутçанталăк уйрăм лаптăкĕсем135 пулнине асăннă, вĕсем 86,1 пин га йышăннине палăртнă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче республикăра 16 населени пунктĕнче, вăрманта пушарсем тухас хăрушлăх пурри пирки асăннă. Вĕсенчен 7-шĕ Шăмăршă районĕнче, икшер Вăрнарпа Йĕпреç, Улатăр, Патăрьел, Каçал ен, Хĕрлĕ Чутай, Пăрачкав районĕсенче.  ЧР Хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техника ытти тĕсĕн техника тăрăмне сăнаса тăракан патшалăх инспекцийĕн пуçлăхĕ - ЧР патшалăх тĕп инженер-инспекторĕ Владимир Димитриев техникăсемпе çыхăннă ыйтусем çинчен чарăнса тăнă. Уйрăм техникăсене (аттракцион техники) шута илсе вĕсене тĕрĕслев витĕр кăлармаллин йĕрки çинчен вăхăтлăх ĕç хутне йышăнасси пирки ыйту тăратнă. Ку хутĕнче ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсем çинчен те калаçнă. Асăннă ыйтупа Чăваш Республикин Министрсен Кабинчĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов паллаштарнă. Чăваш Республикинчи ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртсе  тĕллевлĕн уса курассин ыйтăвне пăхса тăракан ĕç ушкăнĕн  йĕркине çĕнĕлĕхсем кĕртме йышăннă. Ĕç хучĕ, паллах çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе, ял хуçалăхĕнче усă курма хистет. Михаил Игнатьев çĕр ыйтăвĕсемпе çыхăннă ĕçсене ĕç тăвакан влаç органĕсенче ĕçлекенсене тимлĕрех пулма ыйтса хăварнă. «Муниципалитетсенчен килекен ыйтусене комплекслă пăхса тухма тăрăшмалла. Пурăнакансен интересĕсене хӳтĕлес ĕçре патшалăхла туртăм пулмалла. Çĕрсене сутса пуякансенчен, ултавçăсенчен хăтарма тăрăшмалла», - тесе палăртса чĕнсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Сăмаха май, Муркаш районĕнче çĕрсемпе пулнă кăлтăксене те аса илнĕ. Ахăртнех, Чăваш Ен Правительстви ĕçе хутшăнман пулсан, суд урлă çĕр лаптăкĕсене каялла тавăрман пулсан, нумай ачаллă çемьесем çурт-йĕр çавăрма çĕрсĕр юлнă пулччĕç. Тавах, Чăваш Ен Правительствине, вăхăтра ыйтăва тĕрĕслеве илнĕ пулнă.



09 апреля 2014
14:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter