Ăмăртура палăрнă

Канмалли кунсенче Шупашкар хулинче федераци Атăлçи округĕнче "Сетокан каратэ-до" чемпионачĕ иртрĕ. Асăннă ăмăртăва чи пултаруллă спортсменсене тупса палăртас, вĕсене Раççей пĕрлештернĕ команди валли суйласа илес енĕпе йĕркелеççĕ.

Ăмăртăва пирĕн район спортсменĕсем те хутшăнчĕç, ăнăçупа таврăнчĕç. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлỹ пухакан Антон Григорьев 14-15 çулхисен йышĕнче иккĕмĕш вырăна алăран вĕçертмен. Евгения Григорьева 8-9 çулхи хĕрачасенчен 3-мĕш вырăна тухнă. Вăл Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче вĕренет. Вĕренỹри маттур ачасем шкул хыççăн "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексне çỹреме те вăхăт тупаççĕ. Кунта вĕсем Василий Владимирович Акчурин тренерпа каратэ вăрттăнлăхĕсене алла илеççĕ. Кунсеренех тĕрлĕ мелсене вĕренеççĕ. Ăмăртусене хутшăнса, ыттисемпе вăй виçсе хăйсен ăсталăхне ỹстереççĕ. Федерацин Атăлçи округĕнчи тĕрлĕ хуласемпе районсенче пурăнакан спортсменсемпе вăй виçсе çĕнтерĕве алăран вĕçертменни - чăннипех те пысăк çитĕнỹ. Малашне те ăнăçу сунатпăр сире, спортсменсем!



09 апреля 2014
10:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter