Пĕчĕк тĕпчевçĕсем мала тухнă

Элĕк вăтам шкулĕн вĕрентекенĕ Тамара Георгиевна Чашкова ачасене уроксенче пĕлÿ панипе кăна лăпланса лармасть, интеллект вăййисене, тĕрлĕ конкурссене хатĕрлет. Кăçал 4 «б» класра вĕренекен Наталья Иванова, Костя Лебедев тата Милош Николаев вăл тăрăшнипе Раççейри шкул çулне çитмен ачасемпе кĕçĕн классенче вĕренекенсен тĕпчев ĕçĕсемпе творчество проекчĕсен «Эпĕ-тĕпчевçĕ» конкурсне хутшăннă, шкул тулашĕнчи ĕçсен «Эткер» центрне тĕпчев ĕçĕ ярса панă, пуш уйăхĕн вĕçĕнче ăна Шупашкарта хÿтĕленĕ, пĕрремĕш вырăна тухнă. Çĕнтерÿçĕсене «Эткер» икĕ хутчен (хутшăннăшăн тата çĕнтернĕшĕн) свидетельство панă, Вĕренÿ министерстви дипломпа наградăланă. Пĕчĕк тĕпчевçĕсене «Я - исследователь» знаксем тата парнесем парса хавхалантарнă.



09 апреля 2014
07:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter