Элĕк районĕ: чăваш юррин уявĕ иртнĕ

 

Районти тĕп библиотекăра «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке-2012» конкурспа килĕшÿллĕн чăваш юррин уявĕ иртнĕ. Унта «Юрă пултăр парне» кĕнекене тишкернĕ. Уява чăваш юррисене кăмăлакансене чĕннĕ. Алиса Егорова библиотекарь пухăннисене халăх уявĕсем, йăли-йĕрки, юрри-ташши çинчен, культурăри тата ÿнерти пултаруллă çынсем пирки каласа кăтартнă. Зоя Удякова «Чăваш Ен литератури: çулталăкри чи вуланакан кĕнеке-2012» куравпа паллаштарнă, «Юрă пултăр парне» кĕнекене пăхса тухнă.

Юрă - чăваш культурин пуянлăхĕн пĕр пайĕ. Чăваш юррисем халăх сăнне, унăн кăмăлне уçса параççĕ. Мероприятие хутшăнакансем чăваш юррисене, такмакĕсене шăрантарнă. Паллах, купăс та пулнă.



09 апреля 2014
07:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter